АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » С. Артамонов Трак енре уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă

07 апреля 2020 г.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С. Артамонов ĕçлĕ çул çỹревпе Трак енре пулнă. Сергей Геннадьевич “Таябинка” Агрофирма” ООО-ра пулса курнă, кунта уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче обществăра пĕрчĕллĕ çурхи культурăсене акма пуçланă. С. Артамонов кăçал уй-хир ĕçĕсем ытти çулхинчен маларах килнине палăртнă, кăçал пĕрчĕллĕ культурăсемпе çĕр улмин пысăк тухăçне илме суннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, “Таябинка” Агрофирмăн” генеральнăй директорĕ Ю. Попов общество ĕçченĕсене хăрушсăрлăх техникине тата ĕç сыхлавĕн правилисене тĕплĕн пăхăнса çурхи ĕçсене агротехникăлла кĕске срокра ирттерме ăнăçу суннă. Чурачăк чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте молебень ирттернĕ. ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ Е. Николаева палăртнă тăрăх, обществăра ĕç çине хатĕр. Паян 150 гектар элита урпа акаççĕ. Ю. Васильевпа Д. Никитин механизаторсем ака комплексĕсене уя илсе тухнă. Паянхи кун тĕлне обществăра 2030 гектар кĕрхи культурăсене апатлантарнă, 400 тонна çĕр улми яровизацилеме хунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика