АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мерăсен çĕнĕ комплексне палăртнă

07 апреля 2020 г.

 Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм йышăну кăлариччен РФ Президенчĕн В. Путинăн хушăвĕпе Чăваш Ен территорийĕнче çак тапхăрта чаракан мерăсен çĕнĕ комплексне палăртнă. Кун пирки калакан Указа Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев алă пуснă. Ĕçлемен кунсен режимĕ мĕн пур учрежденисене, обществăлла апатлану, спортпа кану тата йăпатмăш (развлекательный) организацийĕсене пырса тивет. Дистанци режимне пăхăнмасăр ĕçлеме ирĕк паракан предприятисемпе организацисен ертỹçисен ĕçченсене çак тапхăрта хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама ирĕк паракан справкăпа тивĕçтермелле. Çитес тапхăрта ЧР Министрсен Кабинечĕ хăйсен ĕç-хĕлне малалла тăсма пултаракан предприятисен йышне палăртать. Санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне малалла лайăхлатас тĕлĕшпе республикăра транспорт сферинче те уйрăм мерăсем палăртаççĕ. Хуласем хушшинче çỹрекен автобуссене çỹреме чарнă, хула çум тата муниципалитетсем хушшинчи автобуссене 5-9, 12-14 тата 17-21 сехетсенче çỹреме ирĕк панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика