АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенсене хăйсене кăтартма, юратнă шкулĕн тата çĕршывăн чысне туллин хỹтĕлеме май парать

03 апреля 2020 г.

 “Пысăк тăхтав” (“Большая перемена”) конкурс вĕренекенсене хăйсене кăтартма, юратнă шкулĕн тата çĕршывăн чысне туллин хỹтĕлеме май парать, — тенĕ РФ вĕрентỹ министрĕ С. Кравцов. Асăннă конкурсăн çĕнтерỹçисем, вăл пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче старт илнĕ, тивĕçлĕ призсем илеççĕ: вуннăмĕш классенче пĕлỹ илекен 300 ача пĕрер миллион тенкĕ. Вĕсем çак укçана çĕршыври ертсе пыракан аслă шкулта вĕреннĕ çĕре, бюджетлă мелпе вĕренме кĕрсен ипотека е бизнес-стартап çине яма пултараççĕ. Саккăрмĕшĕнчи тата тăххăрмĕш классенчи 300-шер каччăпа хĕр 200-шер пин тенкĕ илĕç, вĕсене хушма вĕренỹ çине яма пăхаççĕ. Финала тухнă ытти 1200 вĕренекен “Артекра” канĕ. Конкурс 5 уйăха тăсăлать. Финал октябрь уйăхĕнче пулать. Пĕрлехи тупăшăва хутшăнма вĕренекен математика е вырăс чĕлхи учительне, шкул психологне е спорт секцийĕн тренерне суйласа илме пултарать. Çапла май ачасем хăйсен учительне, шкулне хỹтĕлеме пултараççĕ. 20 чи лайăх шкул 2 млн тенкĕ таран финанс пулăшăвĕ илме пултарать. Асăннă конкурсăн уйрăм программи тупăшăва хатĕрлекен чи лайăх вĕренекенсене пырса тивет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика