03 апреля 2020 г.
“Коронавирус хăватне кăштах чакарĕ, ака уйăхĕнче вăл хальхи пекех сарăлма пăрахĕ. Лару-тăру ырă енне улшăнĕ”, — хăйĕн шанăç кỹрекен шухăшне пĕлтернĕ Мускаври 16-мĕш больницăн наука пайĕн профессорĕ Владимир Шумилов. Çапах та хальлĕхе çĕнтерỹ ялавне çĕклеме иртерех-ха. Ака уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне тĕнчере коронавируспа чирлекенсен йышĕ 937340 çынран иртнĕ, 47258 ытла вилнĕ. Ĕнерхи кун тĕлне вара тĕнчере 194578 çынна яхăн çак чиртен сывалнă. Çак амакпа чирлекенсен йышĕнче АПШ малта пырать: 215300 çын вируспа чирлĕ, 5110 çын вилнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, Италире — 105792, Китайра — 82724, Испанире — 95923, Германире — 71808, Францире 52128 пин ытла çынна ернĕ çĕнĕ вирус. Ака уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне Раççейре коронавируспа чирленисен йышĕ 2780 çынна çитнĕ. Мускавра 29 ачана инфекци ернĕ. Вĕсенчен 207-шĕ сывалнă. Шел, 30 çын пурнăçран уйрăлнă. Инфекци федерацин Атăлçи округĕнче пур регионта та сарăлнă. Чăваш Енĕн тĕп хулинчен самолетсем вĕçмеççĕ. Çакна аса илтермелле: аптекăсем, больницăсем, банксен пысăк пайĕ, апат çимĕç лавккисем кулленхи йĕркепех ĕçлеççĕ. Хаçат-журнал тухса тăрать, вĕсене вулакансем патне почтальонсем илсе çитереççĕ. Унсăр пуçне специалистсем халĕ шăл сиплеме, хăнана çỹреме, урама уçăлмашкăн тухма вăхăт марри пирки аса илтереççĕ. Питех те кирлĕ пулсан урама, лавккана маска тăхăнмасăр тухма сĕнмеççĕ. Гигиенăна халĕ нихăçанхинчен çирĕп пăхăнмалла. Алла супăньпе, ятарлă хутăшсемпе тăтăшах çумалла. Урамра дистанцие пăхăнмалла: çын патне 1,5-2 метр пымалла мар. Питех те шанатпăр: медиксемпе влаçрисем йышăннă мерăсене пурте пăхăнсан ку лару-тăру нумайлăха тăсăлмĕ. Çавăнпа шанăçпа чăтăмлăха çухатмалла мар. Ыранхи кун паянхинчен лайăхрах пултăр.