03 апреля 2020 г.

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов И. Дмитриев ертсе пыракан предприятире пулса курнă. Кунта кĕпе-тумтир çĕлессипе тăрăшаççĕ. РФ Промышленноçпа суту-илỹ министерствин 2020 çулхи мартăн 30-мĕшĕнчи ЦС-22040Ỹ15 №-лĕ “Гигиена маскисем ха-тĕрлесе сутасси” çырăвне тĕпе хурса кунта халăха валли пит-куçа хупламалли маскăсем хатĕрлеме ирĕк илнĕ. Игорь Валерьевич палăртнă тăрăх, кунта талăкра хулăн пусмаран нумай хут усă куракан 1500-2000 гигиена маски хатĕрлеме пăхаççĕ. Предприяти ертỹ-çисем продукцие вырнаçтарма Красноармейскинчи Васильев урамĕнчи “Фармация” пĕрлешỹн 15-мĕш №-лĕ аптекипе килĕшсе татăлнă. Пĕр маскăн хакĕ 35 тенкĕрен иртмест. Çавăн пекех маскăсене райцентрти тĕп шкулсенче те хатĕрлеççĕ. Паянхи куна мĕн пур вĕренỹ, культура учрежденийĕсене, ял тăрăхĕсен администраци-йĕсене, РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи “Цивильский” пайĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕсене, ПЧ-32 ĕçченĕсене, район администрацинче вăй хуракансене маскăсемпе тивĕçтернĕ. Вируса хирĕç кĕрешес тĕллевпе централизациленĕ майпа “Антисептик” спрей туяннă, унпа çỹлерех асăннă организацисене тивĕçтернĕ. С. Самсонов.