АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çук-ха ватăлмастпăр”, — тет Герман Алексеевич

03 апреля 2020 г.

“Çук-ха ватăлмастпăр”, — тет Герман Алексеевич

 Чылайранпа пĕлетĕп Красноармейскинчи Герман Алексеева. Çак кунсенче шур сухалăн килĕнче пултăм.Çакăн пек корреспонденци çуралчĕ манăн. — Эпĕ 1935 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Малти Трак ялĕнче çуралнă. Пирĕн ачалăх, çамрăклăх çăмăл мар тапхăрта килчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, ун хыççăн та укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çав тери çивĕч тăратчĕ. 1954 çулхи кĕркунне салтак ячĕ тухрĕ манăн. Демократиллĕ Германи Республикин Выоксдорф хулинче хĕсметре тăтăм, — аса илỹсен хумне путрĕ артиллерист-кĕçĕн сержант. — Халь, акă, ватăлтăм, тухса çỹреме уйрăм йывăрлăх туятăп. Малти Трак. Красноармейски ялĕ ĕлĕкрех çак ятпа çỹренĕ. Паян вăл район центрĕ пулнă май, куç умĕнчех çĕнелсе улшăнчĕ. Пысăкланчĕ, анлăланчĕ тата... Çĕнĕ, хăтлă çуртсемпе хваттерсемлĕ урамсем йышланчĕç. Пур çĕрте те тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланни куç кĕретех... Лидия Викторовнăпа Герман Алексеевич Алексеевсен кирпĕчрен хăпартнă кил-çурчĕ те типтерлĕ, илĕртỹллĕ. Красноармейски салин хĕвел анăç енче вырнаçнă вăл, тĕрĕссипе Карл Маркс урамĕнче. 1961 çултанпа мăшăр кăвакарчăн евĕр, пĕр-пĕринпе шăкăлтатса пурăнать мăшăр. Чун-чĕре юратăвĕ ватлăхра та сỹрĕк мар, чĕре хĕлхемне сапсах тăрать. — Пĕр шухăш-ĕмĕтпе пурăннине мĕн çиттĕр. 1959 çулхи кăрлач уйăхĕнче тăван кĕтес ытамĕнче пултăм. Кăмăл-туйăм ăшши те çума-çум- ăнах çỹренĕ курăнать. Каччă шухăшĕ хĕрсем çине те куçнă çав... Хамăр кил-çуртран çырма леш енче ларакан "Теремок" ача сачĕ хăй патнех туртатчĕ, илĕртетчĕ тата... Кунта тăрăшакан медицина ĕçченне килĕштерсе пăрахрăм эпĕ. Хаклă мăшăрăм Куславкка районĕнчи Муркар ялĕнчен тухнă, — калаçăва сыпăнтарчĕ кил хуçи. — Икĕ ывăл та пĕр хĕр пирĕн. Пурте аслă пĕлỹллĕ. Ултă мăнук тата. Сăмах çине типтерлĕ кил-çурта вăтам пỹ-силлĕ, çырă арçын килсе тăчĕ. Алексеевсен чи кĕçĕнни — Виталий Германович, Шупашкарти промышленность тракторĕсен завочĕн хастарĕ иккен. Йăпăртлăха ашшĕ-амăшĕн хăтлăхне килнĕ. Çăмăл автомашинăпа, паллах. Чăваш ял хуçалăх институчĕн (халĕ академи-авт.) механизаци факультетĕнче пĕлỹ пухнă Виталий. Мăшăрĕ Элĕк районĕнчи Шураç ялĕнчен. Галина ятлă. Çав тери пултаруллă, аллисем çыпăçуллă хĕрарăм мĕн Шураç хĕр-упраçĕ. Виталий хуняшшĕне те, Алексей Фадеева, çыравçăна "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат редакторĕпе Маргарита Ильинапа (Рита Арти) пĕрле Шураç ялĕн историне тĕпчесе ятарлă кĕнеке пичетлесе кăларнăшăн кăмăллă. Хăйĕн Настьăпа София хĕрĕсемпе те туллин савăнать. Герман Алексеевич кĕçĕннисен шухăш-кăмăлĕпе çураçуллă. "Ытларах Виталий çине шанăç", — тет ватă. Çитмĕлмĕш çулсенче хăпартнă кил-çурт, хуралтăсем те хавшаççĕ. Пĕлтĕр ывăлĕ çине тăнипе тата хăйсем пулăшнипе йывăçран мунча туса лартнă. — Ĕне выльăх та усранă унччен. Халĕ утма-çỹреме вăй-халĕ те çукрах. Кăçал 83 çул тултаратăп вĕт... — хăй шухăшне пытармасть Лидия Викторовна. — Ачасем çинче çеç шанăç. Кил хуçи арçынĕ те çураçать унпа. Мĕн тăвăн, çулсем хĕстернипе ура сыпписем хĕрсех сураççĕ тата... Тăрса хускалма, утма йывăртарах. Ларма çăмăл-ха, тăма вара... — Эх, ăçта-ши вăл халь çартан таврăннă вăхăтри вăй-хал? Эх, ăçта-ши Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче ăс-хакăл пухнă çулсенчи шăм-шак? Тата районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвне ĕçе илнĕ самантсем те асрах манăн, — кулянчăклăн сывларĕ Г. Алексеев. — Асăннă предприятире ят-сум çĕнсе илтĕм эпĕ. Ячĕ-сумĕ мĕнре-ха? Ку йышра улăштару пункчĕн заведующийĕнче, мастерскойра участок мастерĕнче вăй хунă. ГАЗ-69, УАЗ-469 маркăллă автомашинăсене юсанă. 1985 çулхи çу уйăхĕччен, тивĕçлĕ канăва тухиччен, тар тăкнă, коллективра ырă ятпа палăрнă. Г. Алексеев юрă-кĕвĕпе те çывăх. Германи çĕршывĕнчен илсе килнĕ баянне те юнашарах тытать вăл. Чунра пĕр-пĕр кĕвĕ пухăнса каплансан тỹсеймест, хуллен-майĕпен тăсса ярать музыка инструментне. — Савăнар, савăнар, — тет йăл кулăпа. — Çук-ха, ватăлмастпăр. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕн çирĕп, шанчăк паракан сăмахĕсем кусем. Г Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика