03 апреля 2020 г.
.jpg)
Малти Трак ялĕнче 1923 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Евграф Порфирьев. Çемьере иккĕмĕш ывăл сасă парсан ашшĕ-амăшĕ — Порфирий Яковлевичпа Александра Михайловна — чун-чĕререн савăннă ĕнтĕ. Ара, ача Аслă уявра — Питрав кунĕнче çуралчĕ-çке. Унăн кун-çулĕ телейлĕ пуласса ĕненнĕ вĕсем... Красноармейскинчи вăтам шкулĕн çичĕ класĕнчен пĕлỹ илсе тухнă Якрав (ялта çапла чĕннĕ) тăван колхозра тăрăшать. 1942 çулта март уйăхĕнче Евграф Порфирьева çара мобилизацилеççĕ. Вĕсен ушкăнне Орджоникидзе хулинчи çар училищине ăсатаççĕ. Çур çул хушшинче çамрăк курсантсене çар ĕçне хăнăхтараççĕ, стрелоксен отделенийĕн командирĕсем пулма вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Çичĕ уйăх Кавказ тăвĕсемпе тăсăлакан Грузинсен çар çулне (Военно-Грузинская дорога) хỹтĕлес тĕллевпе пынă хаяр çапăçусене хутшăннă чăваш каччи. Танксене пĕтерсен 83-мĕш батальон отделени командирĕ Евграф Порфирьев сержант стрелоксене хăй тĕслĕхĕпе хавхалантарса тăнă. Каярахпа 131-мĕш Тинĕс бригадин йышĕнче Сталинград патне ăнтăлакан фашистсене тĕп тунă. Хаяр çапăçусенче йывăр аманнă. Аслă Çĕнтерỹ умĕнхи икĕ çулне те Кавказ тăрăхĕнчех ирттернĕ Е. Порфирьев. Шалти Ĕçсен Халăх Комиссариачĕн 141-мĕш номерлĕ Ту стрелковăй полкĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă вăл. Хăрушă вăрçă вĕçленнĕ ĕнтĕ, анчах тата тепĕр 4 çул хушши çар службинче тăма тивнĕ кунти салтаксемпе офицерсен. Вырăнти халăха тĕрлĕ националистсенчен хăтарса çĕнĕ пурнăçа йĕркелеме пулăшнă вĕсем. Вăрçăри паттăрлăхшăн Евграф Порфирьев старшинана 1944 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче "Кавказа хỹтĕленĕшĕн" ("За оборону Кавказа") медальпе, "Фашистла Германие çĕнтернĕшĕн" (1945. 9Ỹv), "Совет Çарĕпе Тинĕс-Çар флочĕ 30 çул тултарнă ятпа", 1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 20, 30, 40 (1948) çул çитнĕ ятпа, 1985 çулта II степеньлĕ "Отечественнăй вăрçă" орденĕпе наградăланă. Çар службинчен таврăнсан Е. Порфирьев 1949-1961 çулсенче Чăваш АССРĕн ятарлă çыхăнăвĕн Красноармейски пайĕнчи II тата I разрядри фельдъегер пулса ĕçленĕ. Каярахпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех райцентрти тĕрлĕ предприятисенче монтер, хуралçă, кочегар, пушар сỹнтерекен, бетонщик, каменщик пулса тăрăшнă. Евграф Порфирьевичпа Татьяна Ивановна Порфирьевсем 4 ача çуратса ỹстернĕ, тивĕç-лĕ пĕлỹ панă. Кил хуçи хĕрарăмĕ — профессийĕпе бухгалтер, кун-çулне райбольницăпа çыхăнтарнă. Малтан медстатистикра, ача-пăча ỹснĕ тапхăрта санитаркăра вăй хунă. Çемьери аслă хĕрĕсем, Юльăпа Нина воспитательница ĕçне килĕштернĕ. Пĕри Шупашкарта, кĕçĕнни райцентрти садиксенче ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухрĕç. Ира — экономист, çирĕм çула яхăн Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикин регионти уполномоченнăйĕ пулса ĕçлерĕ, Раççей фончĕн грамотине тивĕçрĕ. Владимир Порфирьев фельдшерта тăрăшрĕ. Фронтовиксем нихăçан та пĕр-пĕрне манмаççĕ. Орджоникидзери çар училищинче Чăваш, Удмурт, Мари, Тутар автономлă республикăсенчен, Архангельскпа Сахалин, Полтава облаçĕсенчен, Дагестанпа Ташкент, Ашхабат тăрăхĕнчен çара лекнĕ курсантсем вĕреннĕ. Фронтра хăюллă çапăçнă, чылайăшĕ вăрçăра вилнĕ. 1986 çулхи Çĕнтерỹ уявĕнче ку çар училищинчен вĕренсе тухнисен тĕл пулăвне йĕркеленĕ. 44 çул савăнăçлă курнăçу мĕнле иртни пирки Л. Гудиева общество корреспонденчĕ "Путь к коммунизму" хаçатра тĕплĕ çырса кăтартнă, курсантсен фронтри паттăрлăхĕпе паллаштарнă. Вăл унта Чăваш тăрăхĕнчи ветерансен йышĕнче В.А. Анисимовпа Д.Ф. Федоров, П.В. Цаплинпа Е.П. Порфирьев тата М.П. Павлов пынине палăртнă. Сăмах май каласан, Тракри Евграф Порфирьевичпа Шур-çырмари Михаил Павлович хăйсен кун-çулĕ татăличченех хутшăнса тăнă. Е. Порфирьев Орджоникидзери çар училищине унпа пĕрле вĕреннĕ Упири Сергей Арсентьев хушаматне те асăнатчĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма салари Евграф Порфирьев фронтовик-старшина та хăй тỹпине хывнă. Вăрçă çинчен аса илме юратмастчĕ вăл. Калаçу тесен вара ватти-вĕттипе те пĕр чĕлхе тупатчĕ. Юптарса е тăрăхласа илни те тĕл пулатчĕ унăн калаçăвĕнче. Хăй 70 çул тултарнине паллă тăваймарĕ фронтовик, 40 кунхийĕ шăпах çав вăхăтра хупланчĕ. Çемье архивĕнче Е. Порфирьевăн сăн ỹкерчĕкĕ (15.IX 1943) упранать. В. Захаров.