АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене кĕртичченех куçран вĕçертмĕç

03 апреля 2020 г.

Ку çĕр лаптăкĕсем тавра пĕрре мар сăмах тапратнă. Çапах татах та таврăнассăн туйăнать: вăрмана çаврăннă çав лаптăксене хăçан йĕркене кĕртсе пĕтерĕç-ши? Элĕк районĕнчи Питĕшкасси тата Крымсарайкă ял тăрăхĕсен чиккинче вырнаçнă çĕрсене усă курмасăр чылай вăхăт вырттарнăшăн 2016 çулта “Плодородие — Лукоянов” обществăран Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе туртса илнине ас тăватăр ĕнтĕ. Чăваш Республикинче кун пек тĕслĕх пулман тесен те юрать. Йĕркипе пуçлар, 2013 çулхи август уйăхĕнче, Элĕк район администрацийĕн çырăвне тĕпе хурса, Россельхознадзор тĕрĕслев-сăнав мероприятийĕсем ирттернĕ май юхăннă 1100 ытла гектар çĕр тĕлне пырса тухнă. Çĕре япăх витĕм кỹрекен пулăмсенчен хỹтĕлеменшĕн, пусă çаврăнăшне кĕртменшĕн лаптăксен хуçине штраф тата йĕркесĕрлĕхе 2014 çулхи июль уйăхĕччен пĕтерме хушса предписани панăччĕ. Анчах та çак тапхăрта нимле улшăну та пулман унта. Пĕрре мар ку лару-тăрăва судсенче пăхса тухаççĕ. Темиçе хутчен лаптăксене йĕркене кĕртме вăхăт уйăраççĕ. Анчах та 3 çул иртсен те кун йывăрăш “лав” вырăнтан та “хускалмасть”. Тĕрлĕ мăян-пиçен кăна мар, йывăç-тĕм вара ỹссех-вăй илсех пырать. Халĕ ĕнтĕ унта чăн вăрман. Тепĕр тесен усси пур-ха ку йывăç-тĕмсенчен те: милĕк валли хурăн вуллийĕсем патне ял çыннисем çỹреççĕ кунта. 15 çул (каснă йывăç вулли тăрăх пĕлеççĕ) таранах усă курман 26 лаптăка (1 пин ытла гектар) 2017 çулта аукцион урлă сутаççĕ. 24 лаптăка пĕр общество туянать, тепĕр иккĕшне — уйрăм çынсем. Юхăнтарса янă лаптăксене çĕнĕ хуçасем пусă çаврăнăшне кĕртме пултарнă-и? Самай пысăк лаптăк пирки сăмах пырать-çке. Нумаях пулмасть, ЧР Юстици министерствин çырăвне тĕпе хурса, Россельхознадзор инспекторĕсем тĕрĕслевпе пулчĕç. Чăн та, çĕнĕ хуçасем яваплăрах: пушă выртнă çĕрсен пĕр пайĕпе тинех ял хуçалăх производстви валли усă курма пуçланă. Анчах 14 лаптăк (500 гектара яхăн) çинче çаплах тĕрлĕ йывăç саркаланса ларать. Çакăншăн тулли мар яваплă обществăна административлă майпа айăпласа 70 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Кунсăр пуçне административлă ĕçе Налук службине янă: çĕр налукне ỹстернĕ ставкăпа тỹлеттерме. Çак çĕрсене усă курма пуçличченех куçран вĕçертмĕç тĕрĕслевçĕсем. Йĕркене кĕртмелли вăхăта çулла пуçламăшĕччен уйăрнă. Паха çĕрĕн пушă выртмалла мар! Пĕлтĕр Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн предписанийĕсене пурнăçланă май Чăваш Енре 560 ытла гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çав вăхăтрах иртнĕ çул федераци органĕн предписанийĕсене вăхăтра пурнăçламан тĕслĕхсем те пулнă-ха пирĕн тăрăхра: Элĕк, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Çĕмĕрле, Муркаш, Шупашкар (темиçе тĕслĕх те) районĕсенче. (Айăплисене РФ КоАП-ĕн 19.5 статйин 25-мĕш пайĕпе явап тыттарнă). Çĕр саккунĕсене çулталăк хушшинче тепĕр хутчен пăснă тĕслĕхсене те шута илнĕ: Шупашкар, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенче. Çак тĕслĕхсенчен ытларах пайĕ çĕрсемпе усă курманнипе, çум курăк ỹстерсе янипе çыхăннă. Пусăм тусах калам, çакнашкал çĕрсене йĕркене кĕртичченех тимлĕхрен вĕçертмĕç.

Н. Васильева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика