03 апреля 2020 г.
Çуркунне çывхарса пынă май кайăксем вĕçсе килни — сисчĕвленмелли тепĕр сăлтав пулса тăрать. Ветеринари специалисчĕсем каланă тăрăх, кăçал Раççее кайăксен гриппĕ килсе кĕрес хăрушлăх пысăк. Вирусăн çĕнĕ штампĕ — H5N8 — уйрăмах сисчĕвлентерет. Раççейре çулталăк ытла (мартăн 26-мĕшĕ тĕлне) ĕнтĕ кайăксен грипне палăртман. Юлашки хутчен ку мур 2019 çулта Ростов облаçĕнче шар кăтартнăччĕ. Анчах та халĕ грипп Европăра сарăлса, пирĕн çĕршыв чикки патне çывхарса пырать. Ку штампа чирленĕ пĕрремĕш тĕслĕхсене Германире, кайран Польшăра тата Словакире шута илнĕ. Вирус Ирландири, Сауд Аравийĕнчи тата Иорданири кайăк-кĕшĕк йышĕн пĕр пайне пĕтернĕ. Нигерире те, Африкăра та чир вучахĕсем пулнă. Вирусăн тепĕр штамĕ — H5N1 — пирĕн çĕршывшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Ăна Китайра, Тайваньра, Лаосра, Индире тата Вьетнамра тупса палăртнă. Шăпах тискер кайăксен миграцийĕ чир-чĕр тухассине витĕм кỹрет те. 2016 çултан пуçласа 2018 çулччен Раççейре кайăксен грипне пула 6 миллион ытла кайăк-кĕшĕк пĕтернĕ, темиçе фабрика панкрута тухнă. Ас тăватăр ĕнтĕ, 2018 çулта Чăваш Ене те шар кăтартрĕ кайăксен грипĕ: Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Çĕрпỹ, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Куславкка, Йĕпреç районĕсенче. Раççейре специалистсем кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисенче вирус алхаснин тĕп сăлтавĕсен шутне çаксене кĕртнĕ: чи малтанах, ветеринари-санитари режимне пăхăнманнине, апата ятарласа сиенсĕрлетменнине, предприятисенче апат паракан вырăнсене тискер кайăк-кĕшĕк ирĕккĕнех кĕме пултарни тата хăйсен каяшĕсемпе апата варалани, усă куракан транспорта дезинфекци туманни, санпропускниксем çукки. Ĕçлекенсен хăйсен биохỹтлĕхпе тивĕçтересси пирки пĕлỹ шайĕ пĕчĕк пулни тата ытти те. Пай пуçлăхĕн çумĕ Елена Андреева каланă тăрăх, республикăра кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхсене тĕрĕсленĕ хыççăн, чăнах та сисчĕвленме сăлтав пур: нумай çĕрте ветеринарипе санитари нормисене пăхăнманни çиеле тухнă. Хуçалăхсене кĕричченех — асăрхаттару: дезбарьерсене хĕллехи вăхăтра ăшăтмалла туса çитермен. Ку енпе сысна тата мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен хуçалăхсенче час-часах сăмах тапратма тивет. Апата вĕрилентерсе сиенсĕрлетмесĕр çитернĕ иккен. Апат хатĕрлемелли цехсенче тискер кайăксем çỹрени те — йĕркепе килĕшсе тăмасть. Ветеринари докуменчĕсемсĕр суту-илỹ туни пирки те каласа хăвармасăр иртеймĕн. Йĕркене пăхăнман хуçалăхсене административлă майпа явап тыттарнă: Шупашкар, Канаш, Йĕпреç, Елчĕк, Муркаш, Вăрмар, Патăрьел районĕсенче. Кайăк чирĕсене вăхăтра тупса палăртса çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнас тесе управлени специалисчĕсем кайăк-кĕшĕк продукцийĕнчен кашни çулах пробăсем илеççĕ. Сăмах май, кăçал 50 проба илнĕ те ĕнтĕ. Кунта пĕри те иккĕленỹ çуратманни паха.
Н. Васильева.