03 апреля 2020 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç эшкерĕсене çапса аркатнăранпа 75 çул тултарать. Фашистла Германин çар командованийĕ ултă-сакăр эрнерех Хĕрлĕ Çара тĕп тума, пире парăнтарма планланă. Гитлер çарĕсем 1941 çултах Совет Союзне аркатса тăкмалла, вăрçă Германи çĕнтернипе вĕçленмелле пулнă. Пирĕн çĕршыв фашистла Германине çĕнтерессе халăх шаннă, çав çĕнтерỹшĕн вăл тем тума та хатĕр пулнă. Вăрçă паттăрĕсене тата тыл ветеранĕсене юбилей медалĕсемпе, укçан парса чыслаççĕ. Ку тивĕçе Пикшик тăрăхĕнче пĕртен-пĕр паттăр салтак Нестер Васильевич Васильев тата тылри 29 ветеран тивĕçлĕ пулчĕ. 1941—1945 çулсенче Çĕньял Шетмĕ ялĕнчи çынсем те мĕн пур вăйпа, пултарулăхпа, майпа Хĕрлĕ Çара пулăшма тăрăшнă, пулăшнă та — ним хĕрхенмен. Ял çынни хăй выçăллă-тутăллă юлнă пулин те, пулнă тырра, туса илнĕ пахча çимĕçе, аш-какая, сĕт-çăва, çăма тата ыттине те — мĕн пур, патшалăх ыйтнă чухлĕ кăна мар, ыттисенчен чылай ирттерсе панă. Раççей Президенчĕ В. Путин палăртнă тăрăх, Çĕнтерỹ пысăк çухатусемпе туптаннă, 27 млн яхăн çын пуçĕсене хунă. Çав шутра Çĕньял Шетмĕре тăшманпа çапăçнă 48 вăйпитти арçын фронта тухса кайнă, вĕсенчен 31 салтак пирĕн мирлĕ пурнăçшăн паттăрсен вилĕмĕпе куçĕсене вăрçă хирĕнче хупнă. Ĕмĕрлĕхех вĕсен тĕллевĕсем, шухăшĕсем... нумайăшĕн мăшăрланса телей, юрату туйăмне пĕлмесĕрех пурнăçĕсем татăлнă. Кашнин ятне асăнса çырса ачасене, вĕсен ачисене пĕлтермелле, каламалла. Ялта пурăнакан кашни хуçалăхран тенĕ пекех вăрçа хутшăннă, хăш-пĕр килсенчен 2-шер е 3-шер е нумайрах фронта ăсаннă, фашистсемпе çапăçнă: Петр, Иван, Александр, Алексей тата Афанасий Скворцовсем; Антон, Василий, Терентий Осиповсем; Егор, Алексей, Захар, Тимофей Михайловсем; Илья тата Лазар Соловьевсем... “Кашни уйрăм çуртшăн, унăн кашни хучĕшĕн, путвалĕшĕн, чартакĕшĕн, кашни пỹлĕмшĕн кунĕпе е талăкĕпе çапăçма лекет”, — тесе çырса янă 1942 çулхи кĕркунне Иван Максимович Максимов Сталинградран. 1902 çулта çуралнăскер вăрçăн малтанхи уйăхĕсенчех фронта ăсаннă. “Çакă паттăр салтакăн киле янă юлашки çырăвĕ пулнă, вăл хыпарсăр çухалнă Сталинград фронтĕнче”, — тет аслашшĕ çинчен С. Иванов. Володя Васильев каласа панинчен: “Аслатте, Василий Кузнецов, 1912 çулта çуралнăскер, 1939—1942 çулсенче Трак уездĕнче конвой службин начальникĕ пулнă. Бронь пулнă пирки фронта яма темиçе хутчен ыйтса çырнă вăл, 1942 çулхи пуш уйăхĕнче çеç Ленинград фронтне ăсаннă. Ултă уйăх офицерсем хатĕрлекен курсра пĕлỹ илнĕ хыççăн разведчиксен взвочĕн командирĕ пулса Çĕнтерĕве туптанă. 1944 çулта хыпарсăр çухалнă. Илер-ха Скворцовсен çемйине: Афанасийпе Алексей вăрçă хирĕнче паттăррăн пуçĕсене хунă. Петр Скворцов, 1910 çулта çуралнăскер, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех вăрçа ăсаннă. Пулемет наводчикĕн пулăшуçи пулса тăшмансемпе çапăçнă. Пĕрре анчах мар хаяр çапăçусенче тăшманпа куçа-куçăн тĕл пулма лекнĕ ăна; тăшман пулемечĕсен точкисене, фашистсене “леш тĕнчене” ăсатнă. Икĕ хутчен аманнă, сывалнă хыççăн каллех фронта. Киле Çĕнтерỹпе 1945 çулта кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă. Вăйпитти арçынсемсĕр юлнă ял çыннисем — хĕрарăмсем, ачасем, инвалидсем — тул çутинче кăна мар, чылай чухне каçпа та лăш курман: çĕрлех суха тунă, тырă акнă, вырнă-çапнă, хĕлле вăрман каснă, турттарнă. “Халĕ мар, вăрçă хыççăн канăпăр”, — тенĕ ура çине тăрайми ывăннипе. Пĕтĕм Совет халăхĕн пĕр тĕллев пулнă — фашистла Германине хăвăртрах çĕнтересси. Тылра вăл çавăншăн хăйне хăй шеллемесĕр ĕçленĕ, фронтра çапăçнă. Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа Нина Трофимова, паянхи кун тĕлне 75 çул тултарнă Л. Макисмова каласа панинчен: “Лашапа суха тунă, кăнтăр апачĕ хыççăн лашасене ылмаштарнă та малалла сухаланă. Лашапа элеватора тырă леçнĕ, хамăрах йывăр михĕсене çỹлелле йăтнă. Вăрман касма, торф кăларма хутшăннă. Каçсерен фронта валли çăм алсиш, нуски çыхса салтаксем патне посылкăсем ăсатнă. Çăкăр пĕçерме çăнăх çитмен, хуçалăхра ĕне пурри выçă çỹресрен хăтарнă”. “Çăмăл пулмарĕ пирĕн çамрăклăх. Нумайăшĕ вутра пуç хучĕ. Эпир, ăнсăртран чĕрĕ юлнисем, вăхăтсăрах шуралтăмăр. Апла пулин те пуçа усма сăлтав тупман. Эпир Тăван çĕршыва, тĕнчене фашизмран çăлса хăварнă — пысăк ĕç тунă. Çакăнтан ырă ĕç тата мĕн пултăр”, — тесе калама юрататчĕ вăрçă хирĕнчен аманса таврăннă Иван Павлов. Пурнăç малаллах шăвать. Халăх — вилĕмсĕр. Килес телейлĕ ăрусем, пирĕн ачамăрсен ачисем те лăпкă тỹпери çăлтăрсене юратса сăначчăр, нимĕнле хура пĕлĕт те вĕсен телейлĕ пурнăçне ан хуплатăр.
Л. Соловьев.