АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Осуществяя республиканский социально значимый проект. Проект “Современное село — цель национальных проектов”

31 марта 2020 г.

2020 çулхи пирĕн тĕллевсем

“Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ вулакансене РФ Президенчĕн Указне пурнăçласси çинчен пĕлтерес тĕллевпе “Паянхи ял — наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ” социаллă проекта малалла тăсать. Паянхи тата çитес вăхăтра тухакан номерте вулакансене “Культура” наци проекчĕн регионта пулса пыракан программисем Красноармейски районĕнче мĕнлерех йĕркеленсе пынине çутатса парăпăр. Хаçат тусĕсене район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕпе — Рена Михайловна ОсиповĂпа — наци проекчĕ тăрăх ирттернĕ калаçупа паллашма сĕнетпĕр. — Красноармейски районĕнчи культура тытăмне пурĕ 18 клуб, 15 библиотека, 3 музей кĕрет. Культура çурчĕсен çумĕнче вара 143 клуб пĕрлешĕвĕсем шутланаççĕ, вăл шутра — “Халăх коллективĕ” ятне илме тивĕçлисем — 9 пултарулăх ушкăнĕ, — сăмаха пуçларĕ Р. Осипова. “Культура” наци проекчĕ Трак тăрăхĕнче те аван пурнăçланса пырать. Унта культура инфратытăмне аталантармалли çĕнĕ пахалăхлă шайпа тивĕçтересси (“Культура хутлăхĕ”), наци пултарулăх вăй-хăватне пурнăçлама майсем туса парасси (“Пултарулăх çыннисем”), культура сферинчи пулăшу ĕçĕсене цифрăласси тата информаци хутлăхне йĕркелесси (“Цифра культури”) регион проекчĕсем кĕреççĕ. Çавăн пекех ял поселенийĕсен территорийĕсенче культурăлла канăва йĕркелесси, муниципалитет библиотекисене аталантарасси, Наци электрон библиотекине кĕнеке палăкĕсене цифра базине кĕртесси. “Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти “Вырăнти культура çурчĕ” проекта 50 пин çынран сахалрах пурăнакан ялсемпе хуласенчи ял клубĕсемпе культура çурчĕсен хатĕрĕсене юсас тата çĕнетес тĕллевпе пуçарнă. Сахал йышлă ял-хуласенчи культура çурчĕсем (çĕршывра вĕсен шучĕ 35 пине яхăн) ытларах чухне ачасемпе çамрăксене валли хушма пĕлỹ паракан, халăх валли пушă вăхăтра канмалли тата ламран-лама куçса пыракан халăх пултарулăхне упраса аталантармалли пĕртен-пĕр центр пулса тăраççĕ. Культура çурчĕсенче тĕлĕнмелле пултаруллă, чунпа культурăна парăннă çынсем ĕçлеççĕ. Асăннă проектпа килĕшỹллĕн Кĕçĕн Шетмĕ клубĕнче ăшăтмалли тытăма çĕнĕрен юсама палăртнă. Кунсăр пуçне Упи культура, Анаткас кану çурчĕсенче, Пикшик, Кĕçĕн Шетмĕ, районти библиотекăсенче те юсав ĕçĕсем ирттерме тĕллев лартнă. “Культура” наци проекчĕпе 2 объекта (Упи, Красноармейски культура çурчĕсем) оборудованисем, костюмсем килсе çитмелле. Алманч, Пикшик, Еншик Чуллă, Мăн Шетмĕ, Карай, Упи, Кĕçĕн Шетмĕ, Чатукасси, районти ача-пăча тата центрти библиотекăсене оборудованисем (компьютер техники, фотоаппарат, кинопроектор, стеллаж, сĕтел-пукан, пĕчĕккисем валли ятарлă сĕтел-пукан, электрон доска) илме укçа-тенкĕ уйăрнă. Çак проектпа килĕшỹллĕн библиотека фончĕ те çĕнĕ илемлĕ литературăпа пуянланмалла. Çакна та каласа хăвармалла, 2019 çулта пирĕн района Культура министерстви уйăрса панипе 16 компьютер техники библиотекăсене çитрĕ. Архивра документсем çулсеренех ỹссе пыраççĕ. Çавна шута илсе архив валли стеллажсем тата документсем упрамалли коробасем туяннă. 2019 çулта Кĕçĕн Шетмĕ, Чатукасси кану çурчĕсем музыка инструменчĕсемпе пуянланчĕç тата кĕçех районти культура çуртне Тулăран çĕнĕ баян килсе çитмелле. Çак тăкаксене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов вырăнти бюджетран уйăрса партарчĕ. Нумаях пулмасть Александр Николаевич савăнăçлă лару-тăрура Кĕçĕн Шетмĕри кану центрне музыка инструменчĕ панă. “Район администрацийĕн пуçлăхĕ тăрăшнипех кăçал та, акă, сцена çине тухма костюмсем илме, музыка инструменчĕсене, тĕрлĕ техника оборудованийĕсене çĕнетме палăртатпăр, — терĕ Р.М. Осипова. — Александр Николаевич пуçарăвĕпе 2019 çулта хора çỹрекен ветерансем валли сцена костюмĕсем туяннă". Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ “Комплексное развитие сельских территорий” программăна кĕрсе 2021 çул валли тăратнă конкурс материалĕсем тăрăх районти клуб çуртне автобуспа тивĕçтермелле тата Карай культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттермелле. Паянхи вăхăтра çĕнĕ клуб çуртне тăвассипе проект ĕçĕсем пыраççĕ. 3 хутлă культура центрне çĕклесе лартса унта библиотека, музей, клуб вырнаçтарма пăхнă. Культура çурчĕсемпе кану центрĕсем çулсеренех хăйсен пултарулăхне халăх умне илсе çитереççĕ. Акă, 2019 çулта Трак тăрăхĕнче вĕсем 2700 ытла мероприяти ирттернĕ. 2020 çул та пысăк та паллă пулăмсемпе пуян: Чăваш автономийĕ 100 çул тултарать, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 75, Красноармейски районне — 85, “Трак ен” ентешлĕх йĕркеленнĕренпе 25 çул . Çавна май районти мĕн пур пултарулăх ушкăнĕсем Трак енĕн хисеплĕ çыннисене тĕрлĕ мероприятисене, уявсене чĕнеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика