31 марта 2020 г.
Район центрĕнчи тĕп вулавăшран çын татăлмасть. Яланхи пекех Светлана Гурьева ăшă кулăпа кĕтсе илчĕ. — К-хм! К-хм! — ỹсĕрчĕ вăл йăл кулса. — Эсир тарават-и? — Тарават! — хуравларăм куçсене мăчлаттарса. — Яланах... — Сире Валентина Игнатьева-Тараватăн кĕнекисене сĕнесшĕн. — Çав тери кăсăклă кăларăм. Валенина Тарават çыравçăпа паллашрăм. Повеçсемпе калавсене пĕрлештерекен “Аякри сасă” (Шупашкар, 2016) кĕнекине туххăмрах вуласа тухрăм. Унта икĕ повеç тата 17 калав вырăн тупнă. Кашниех паянхи пурнăçпа çыхăннă. Çăмăллăн вуланаççĕ хайлавсем. Тата сăнарсем те тĕрлĕрен лару-тăрура хăйсене палăртаççĕ. Çав йышра туслăхпа юрату, çемье, ватлăх ыйтăвĕсем те... Паллах, пĕтĕмпех пурнăçран илнĕ сăн-сăпатсем тата сăнарсем вулакана çывăххи куç кĕретех.. Пултарулăх, шыравçă лаççи тăкăнсах тăрать Валентина Николаевнăн. Тата ăс-хакăлĕ пуян... Автор хăй пирки “Автор сăмахĕ” тĕшĕллĕ статьяра чуна уçса, кĕскен каласа парать. Маттур! Эпĕ те хам калассине пĕлтерем-ха эппин... В. Тарават 1946 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Упире çу-ралнă. Сăвăç, прозаик, композитор, куçаруçă вăл. Ку таранччен вунă кĕнеке ытла çапăнса тухнă унăн. В. Тарават Раççей Писателĕсен союзĕн (1990 ç.), ЧР Композиторсен ассоциацийĕн членĕ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Тата Чĕмпĕр облаçĕн хисеплĕ гражданинĕ те. Апла пулсан вуласа паллашăр Тарават çырнисемпе. Эпĕ те тарават пулам...
Г. Тусли.