31 марта 2020 г.
Кун тăршшĕ вăрăмланса, хĕвел çỹлтен-çỹле хăпарса пырать. Урама тухатăн та Чăваш халăх поэчĕн К. Ивановăн вилĕмсĕр “Нарспи” поэминчи йĕркесем аса килеççĕ: “...Килчĕ çитрĕ çуркунне”. Çулпа çул пĕр килмест, теççĕ. Тĕрĕсех пулĕ. Çулсемпе çамрăк çынах мар эпĕ. 70 урлă каçнă. Хам ĕмĕрте кăçалхи евĕр ăшă хĕл пулнине астумастăп. Хамăр чунпа, шухăш-кăмăлпа, ăс-хакăлпа улшăнса пыратпăр та çанталăкĕ те хамăртан юласшăн мар пулас. Хĕл кунĕсенче юрĕ те нумаях çумарĕ темелле кăçал, хушăран çумăр çунипе вăл кайсах пычĕ. Çăварни ăсатнă тĕле юр лаша çуни шумалăх та юлмарĕ пулас. Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн вĕренекенĕсем вара “Нарспи” поэмăри йĕркесене пăхмасăр вĕренеççĕ: “Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Хĕвел пăхрĕ ăшăтса. Силпи чăваш ялĕнче Юр ирĕлчĕ васкаса”. Кăçал вара çак вăхăт тĕлне симĕс курăк тухма хатĕрленет. Кăнтăр енне хĕл каçма кайнă кайăксем те ытти çулхинчен маларах вĕçсе килчĕç. “Çуркунне хыпарçи” — курак — нарăс уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнчех çитрĕ. Çакна асăрхарăм: темшĕн ытти çулхи евĕр шавлă мар вĕсем. Малтанхи çулсенче пирĕн пата таврăнсан, ăмăртмалла вĕтĕ туратсем, утă-улăм пĕрчисем пухса йăвисене çĕнететчĕç. Вĕсем те тĕнчери, çĕршыври лару-тăрăва сисеççĕ-ши? Пĕлме çук. Темшĕн шăнкăрчсем те вĕллисем çывăхне ытлашши пымаççĕ. Вĕсене электричество пăралукĕсем çинче мĕскĕннĕн ларнине пĕр хутчен çеç мар асăрхарăм. Çерçисен эртелĕсем вара, яланхи евĕр, шăнкăрчсемпе тытăçма хатĕр. Ăшă, çумăр-çил яман пỹртре камăн пурăнас килмĕ? Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне çунат çапса “серенада” шăрантараканччĕ шăнкăрчсен аçисем. Ами те инçех каймасть унăн, чи пархатарлă ĕçĕ — çăмарта туса чĕпĕ кăларасси. Аçи хурт-кăпшанкă илсе килсе чи малтан мăшăрне тăрантарать, пепкисем уралансан вĕсене пăхса ỹстересси чи малти вырăна тухать. Чĕпписем вĕç-ме вĕренсен кĕркуннеччен вăрмана куçса каяççĕ хайхискерсем. Кăçал уй-хир хăвăрт юртан тасалчĕ. Хуçалăхсем ытти çулхинчен чылай малтан нумай çул ỹсекен курăксемпе кĕрхисене пулăх тăварĕсемпе апатлантарма тухрĕç. Часах тỹпере тăр! тăр-и! — тăри курăнĕ. Çанталăк ăшăтнă май ытти кайăксен сасси, юрри-кĕвви илтĕнме тытăнать. Кăсăя та куçса кайман-ха вăрмана. Хур кайăксен сассине илтеймерĕм-ха. Çут çанталăк чĕрĕлнĕ май хĕлле йывăрлăх курнă çерçисем, чанасемпе ула кураксем те хăйсен савăнăçне палăртаççĕ. Анчах апачĕ çав-çавах сахал-ха: выльăх-чĕрлĕх каяшĕ, утă-улăм куписен тĕпĕсем çук. Кăвакарчăнсем, авă, тырă-пулă кĕлечĕсенче ырăлăх шыраççĕ. Пирĕн ялта, Ванюшкассинче, пилĕк пĕве. Кунта хур кайăксемпе чарлансене тăтăшах асăрханă эпĕ. Çакăнтах ку таранччен курман сизоворонка ятлă пĕр мăшăр кайăк куç умне ỹкнĕччĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне пире вĕрентекен тăрнасемпе акăшсем çинчен тăтăшах каласа кăтартнă. Вĕсене хамăр та курнă. Çак мăнаçлă кайăксем, самолетсем евĕр, çĕр çинче чупса, хăвăртлăх илсе çỹлелле вĕçсе хăпараççĕ. Чарлан йышшисем куç виçипе шултра пек, анчах йывăрăшĕпе килти чăх чухлĕ çеç. Çурхи вăрмансенче свиристель сасси пур, улатакка та мăлатук евĕр ĕçлет çеç. Çăхансем яланах мăшăрпа вĕçекенччĕ. Халĕ куртăм та — тĕлĕнсе кайрăм — ушкăнра çиччĕн-саккăрăн. “Малтиçырма” вăрманĕпе Ванюшкасси хушшинче çамрăк выльăхсен ферми ларать. Çамрăк ĕçченсем — Елена Павлова, Светлана Платонова вăй хураççĕ кунта. Мĕн пур ĕçе йĕркелесе пыраканĕ — Геннадий Платонов. Чылай ĕçсене механизациленĕ пулин те, алă ĕçĕ те пур-ха, кунта лаша вăйĕпе те усă кураççĕ. Кунта чылай кайăксене — кăвакарчăнсене, çерçисене, ула кураксене курма пулать. Вĕсем çынсене хăнăхнă ĕнтĕ. Уй хĕрринчи пахчара та чакаксем мăшăрпа лараç-çĕ. Темиçе çул пурăнаççĕ вĕсем. Çав вăхăтрах мăшăрĕ пахчана тимлĕн сыхлать. Йăрансем патне çывăха никама та ямасть. Çывхарма пуçласанах хỹтерме пуçлать хăйĕнчен шултра кураксене, чанасене... Апрель — ака уйăхĕ çывхарать. Апрелĕн 12-мĕшĕ — Космонавтика кунĕ. Çак кун тĕнчипе паллă çынпа — Юрий Алексеевич Гагаринпа çыхăнчĕ. 59 çул каялла вăл пĕрремĕш хут “Восход-1” караппа тĕнче уçлăхне çĕкленчĕ. Ытти космонавтсене çул уçса пачĕ: Герман Титова, Валентина Терешковăна, пултаруллă чăваш каччине Андриян Николаева... Алексей Леонов каллех пуринчен малтан космос карапĕнчен уçă космоса тухрĕ.
В. Викторов.