АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăх кулли

31 марта 2020 г.

Кĕçех ĕне касуне кайма черет çитет. Мăшăрпа каятпăр-ха, çапах та тепĕр çын пулсан, шанчăклă тата кĕтĕве пăхма та çăмăлрах. Çакна шута илсе кỹршĕ арçыннине каласа хутăм. Вăл килме пулчĕ. Чĕнмесĕр килмĕ-ха ку тесе ирхине килнекайсах чĕнес терĕм. Йăван килтех-ха. Çывăрни таçтан илтĕнет. Эпĕ пĕркана вăл мĕнле çывăрнине итлесе тăтăм. Çинçен кăна шăхăрса ярать те сывлăшне хăрлаттарса туртать, унтан татах шăхăрса ярать. Ỹсĕркелем пек туса сăмах хушрăм. Сас-чỹ пулмарĕ. Алăка хамах уçса кĕтĕм. Сак çинче çывăраканскер тумне те хывман. Хăрах путинкки çук, тепри уринчен тухса ỹкнĕ те шнурук вĕçĕнчен ури тунинче çакăнса тăрать. Йăвана ыйхăран вăратса пит-куçне çума хушрăм. “Çук, çук, чăрманмастăп та, упа та çур çулта пĕрре питне çусан иксĕмĕртен таса та сывлăхлă. Эпĕ те çумастăп. Салтакра чухне пайтах çăвăннă”, — терĕ хайхискер. Хăйĕнне хăй пĕлет тесе кайма тухрăмăр. Çав вăхăтрах Йăван пĕр çĕре çитсе пĕшкĕнет те тепĕр çĕре пĕшкĕнет. Аллинче хăйĕн çăмартасем. Миçе чăх усрани çинчен ыйтса пĕлетĕп хайхи. Çăмартине çамки çине çат! çапса çĕмĕрет те ĕçсе ярать: “Пĕлессỹ килсен хамăн пĕр чăх та çук. Кỹршĕсенне пĕлместĕп”, — терĕ. Шалта, сарайĕнче, темĕн чухлĕ чăх-чĕп хĕвĕшнине куртăм. Пĕр чăххи хамăрăнни пекех туйăнчĕ. Авă, ăçта иккен пирĕн чăхсем çăмарта тăваççĕ? Эпир вара икĕ эрне ĕнтĕ пĕр çăмарта та алла илмен. Çапла, кỹршĕ пирĕн чăхсемпе ырă курса пурăнать. Хăйĕн ĕмĕчĕпе вăл çитес çул вăрăм чĕрнеллĕ паттăр автан туянасшăн. Çỹлерех вĕçсе хăпарса авăтакан автан пĕтĕм ял чăххине ертсе килессе шанать вăл. Малашне çăмарта çисе анчах мар, ăна сутса пуясшăн. Эпир вара паянтан чăхсене урама кăлармастпăр.

Г. Егорова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика