31 марта 2020 г.
Тĕнчере чи нумай куракан, пĕлекен çын кам? Ку таранччен журналист пуль тенĕччĕ. Тем тесен те вăл таçта та çитет, такампа та тĕл пулать. Каярахпа тем çинчен те çырма, хаçат-журналта пичетлеме, радио-телевидени валли передача хатĕрлеме тивет-çке унăн. Юлашки вăхăтра вара эпĕ çакăн пирки иккĕленме пуçларăм. Хаçат-журнал валеçекен те унтан кая мар, тен, ытларах та, çынсемпе тĕл пулать вĕт-ха. Тем те курать, тем те илтет. Эппин, почтальон ĕçне те ăмсанма май пур. Хам почтальонра ĕçлемен те ку сăмахсене туллинех çирĕплетме ман ирĕк те çук пуль-ха. Хама периодика кăларăмне обществăлла майпа сарма тивĕçнĕ май кăна çавăн пек шутлама пуçларăм. Кунта мĕнле периодика изданине текен ыйту çуралать. Тỹрех калас пулать, вăл республикăра уйăхра пĕр хут тухса тăрать. Раççейре чи лайăххи ята илни. Ăна эпĕ йỹнĕрех хакпа редакци урлă кăçалхи пĕрремĕш çур çул валли нумай та, сахал та мар экземпляр сартăм. Хам кăмăлпа. Тỹрех каламалла, обществăлла майпа пичете саракана укçа тỹлемеççĕ. Эпĕ кăларăма Шупашкарти хамăн ĕçсемпе пулнă чухне çула май кĕрсе илсе тухатăп, кайран валеçетĕп. Кунта йывăрлăхĕ нумай мар. Ĕçĕ вара курмалăх пур. Акă шĕкĕр хуларан черетлĕ кăларăма илсе килтĕм. Унăн экземплярне райпо хыçĕнчи çырмара пурăнакан хисеплĕ ватă патне çитерес тесе, çăмăл автомашинăна Маркс урамĕнчи çỹп-çап контейнерĕ патне лартса хăвартăм. Хам райпона тухакан тỹрĕ çулпа çумăр витĕрех (çумăр çăвать — тур парать тетчĕ пурăннă чух анне, тăпри çăмăл пултăр!) вашкăртатăп. Юрĕ-ха, эп пыракан çулăн пысăк пайне асфальт сарнă. Кирлĕ çĕре чиперех çитрĕм. Эп пынă чухне сакăр вуннăран каçнă, хăш чух чирлекелекен (ватăлсан кам чирлемест?) арçын шăпах электробритвăпа сухалне хыратчĕ. — Хĕрсем патне кайма хатĕрленетĕн-им? — тетĕп хайхискере шỹтлесе. — Хĕрсем патне! — татăклă пулчĕ хурав. Вулакана кăларăма тыттарнă хыççăн нумай та тăмарăм, каялла кайма тухрăм. Сăрталла хăпарса та çитейменччĕ. Автомашина хыттăн та вăрăммăн кăшкăртнă сасă илтĕнсе кайрĕ. “Çỹп-çап тиеме контейнер патне автомашина килнĕ!”,— вĕлтлетсе илчĕ шухăш. Унччен тарласа ĕçленипе пилĕксĕр пулнăскер, çурхи йĕпеннĕ курăк тăрăх чăн-чăн спортсмен пек чупатăп, урасем купарчана кăшт çеç тивмеççĕ. Çитнĕ çĕре пашкакан пултăм. Чĕм тара ỹкрĕм. — Вăйлă тренировка тутартăн вара эс! — тетĕп ятарлă машинăн водительне. Вăл кулать. Вăхăта сая ямасть, пирус туртать. Çурхи çумăрлă çанталăка пăхмасăр. Хамăн пур вулакан патне çитме те ĕлкĕрейменччĕ, кĕсье телефонĕн сасси янăраса кайрĕ. — Пенси укçипе апат-çимĕç туянтăм, магазинсенчен киле илсе каймалла! — çавăн пек арăмăн çирĕп приказĕ. Магазин умĕнчи техника тăратмалли вырăн. Çынсемшĕн çумăр та çумăр мар. Унталла кусаççĕ, кунталла васкаççĕ. Акă паллакан çамрăк мар Николаевсем, Çитăр пиччĕшĕпе Хĕветĕр шăллĕ, танлăн утса пыраççĕ. — Çурхи çумăрпа, кăмпа пек, ỹсесшĕн пулĕ-ха, — алă парса, сăмах хушатăп вĕсене. — Улăп пек те ỹссе кайăпăр-и-ха, — шỹте шỹтпех хуравларĕç пĕр тăвансем. Багажника арăм туяннă икĕ бройлер чăхпа, сеткăна тултарнă ытти çимĕçе хуратăп. Хам та арăмран юлас темерĕм, тепĕр лавккаран самаях “Путассу” (пенсионерсен йỹнĕ апачĕ!) туянтăм. Çав хушăра арăм виççĕмĕш магазинран тата темскер кирли тупса тухрĕ. Киле çитрĕмĕр. Туяннă япаласене хамăр пурăнакан çуртăн 4-мĕш хутне хăпартрăмăр. Арçын — тĕнчери чи вăйлă “чĕр чун”. Мана та ку хутĕнче те манса хăвармарĕç. Йывăр çĕклемсемпе икĕ хут çỹлти хута хăпартăм.. Пилĕк хăй çинчен аса илтерет: — Паян мана пуçĕпех тĕплесшĕн пулмалла!
И. Чураль.