АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир тĕрĕслевпе килтĕр-и?

31 марта 2020 г.

Илья Семенович тивĕç-лĕ канура. Çапах хăйне джигит тесе шутлать. Мĕн-шĕн тетĕр-и? Пĕрремĕшĕнчен, сăнĕ-пичĕпе, утти-чуппипе вăл хăй çулĕсенчен самаях çамрăккăн курăнать. Иккĕмĕшĕнчен, чăн-чăн джигитсем утпа çỹреççĕ. Илья Семенович вара тимĕр урхамахĕ çинчен анмасть. “Лада-Калинине” те вăл, хăйсен “урхамахĕсемпе” чылай çул çỹрекен ытти “джигитсем” пекех, çулталăклăх страхлать. Срок тухиччен страхлава тепĕр вăхăта тăсать. Ку ĕçе тăвиччен тĕрĕслев витĕр кăларать. Хальхинче те вăл техника тĕрĕслевне кайиччен мĕн пур документсене хатĕрлерĕ. Ирхине ирех тĕрĕслев пунктне çитрĕ. Илья Семенович кун пек чухне ахаль çỹремест. Аллинче ун яланах авăрлă пĕчĕк хитре портфель. Унта техпаспортпа ытти кирлĕ хутсем. Çавăн пирки ăна тепĕр чухне çỹрекен органсенче пĕр-пĕр пысăк çын вырăнне те хурса кĕтсе илеççĕ. Чăн-чăн ревизор тейĕн. Акă, кунчехинче те çаплах пулчĕ. Кирпĕчрен тунă пысăк корпусри пỹлĕме кĕчĕ. Вăл ГИБДД ĕçченĕсен кабинечĕ пулчĕ пулас. Пирĕн “джигит” портфелĕнчи кирлĕ хучĕсене кăларса та ĕлкĕреймерĕ: — Эсир тĕрĕслевпе килтĕр-и? — çавăрса та хучĕ шалта ĕçлекенсенчен пĕри. Ирĕксĕрех Илья Семеновичăн чăннине калама лекрĕ. Техника тĕрĕслевçин компьютерлă сĕтелĕ тулти уçă залра иккен. Кунтах автомашинăн юсавлăхне тĕрлĕ оборудованипе тĕрĕслеççĕ. — Портфельпе çỹренĕ май тĕрĕслевçĕ ятне те илтрĕм, — тесе хăй ĕçĕсене пурнăçлама тухрĕ кабинетран “джигит”.

И. Чураль.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика