31 марта 2020 г.
Раççей Правительстви çĕршыв территорийĕнче коронавирус инфекцийĕ çĕнĕрен сарăласран асăрхаттарас тĕллевпе чи кирлĕ таварсен йышне (апат-çимĕç таварĕсемсĕр пуçне) çирĕплетнĕ. Указ Раççей Президенчĕн сайтĕнче пичетленнĕ. Списокра 23 пункт. Унта ача-пăча таварĕсем (тĕрлĕ йышши ĕмкĕчсем, вăл йышра кĕленчесем валли те), супăнь (тасатмалли япаласем), санитарипе гигиена, уйрăммăн хỹтĕленмелли, медицина япалисем, зоотоварсем, бензин, дизтопливо, газ, автозапчастьсем, электрооборудовани, кабель продукцийĕ, йăла приборĕсем, компьютер, электро-оптика оборудованийĕ, сад-пахча хатĕрĕсем, строительство материалĕсем, инструментсем, санитарипе техника, пушар сỹнтермелли япаласем, массăллă информацин пичет хатĕрĕсем, шăрпăк, çурта, вилене пытармалли хатĕрсем, куçлăхпа линза тата унăн пайĕсем, табак продукцийĕ, этикеткăсем, касса ленти кĕнĕ. Ун хыççăн çак списокран массăллă информацин хатĕрĕсене, вилене пытармалли хатĕрсене, йăла приборĕсене, строительство материалĕсене, компьютер, электро-оптика оборудованийĕсене, кабель продукцине, куçлăхпа линза тата унăн пайĕсене кăларнă. Каярах РФ Правительстви мартăн 29-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче çак списока çĕнĕрен пăхса тухнă. Унтан табак продукцийĕпе автомобиль пайĕсене кăларнă.