АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма мерăсем çирĕплетнĕ

31 марта 2020 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев çак кунсенче Указ çине алă пуснă. Унпа килĕшỹллĕн пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм йышăну кăлариччен республика территорийĕнче каçхи клубсем, дискотекăсем, ку евĕр ытти объектсем, кинотеатрсем, кружоксем, секцисем, ачасен вăйă пỹлĕмĕсем, ача-пăчан йăпатмăш центрĕсем, ытти кану учрежденийĕсем хăйсен ĕçне чарса лартаççĕ. Вăхăтлăха спортзалсене, фитнес-центрсене, бассейнсене, физкультурăпа спортăн ытти объекчĕсене хупаççĕ. Пуш уйăхĕн 28 — ака уйăхĕн 5-мĕшĕсенче ресторансемпе кафесем, столовăйсемпе буфетсем, барсем, закусочнăйсем, обществăлла апатланăвăн ытти предприятийĕсем, дистанциллĕ суту-илỹсĕр пуçне, ĕçлемеççĕ. Çак хушăра илемлĕх салонĕсем, парикмахерскисем, косметика салонĕсем, мунчапа саунăсем çынсене çăмăллăхсем памĕç. Кунсăр пуçне мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 1-мĕшĕччен тĕрлĕ шайри курортсен массăллă кану объекчĕсем хăйсен ĕçне чарса лартаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика