АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амака парăнтарма майсем çителĕклĕ

31 марта 2020 г.

 Раççей Президенчĕ В. Путин çĕршыв гражданĕсене Чĕнсе каланă хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев Правительство çуртĕнче васкавлă канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикинчи хатĕр тăракан режима улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕ документра палăртнă тăрăх, Чăваш Енре кинотеатрсемпе кинозалсен, театрсен, ача-пăча вăйă пỹлĕмĕсен, кану центрĕсен, каçхи клубсен (дискотекăсен), мунчасемпе саунăсен, бассейнсен, фитнес-центрсен, çавăн пекех физкультурăпа спортăн ытти объекчĕсен ĕçне вăхăтлăха чармалла. Ресторансемпе барсенче кальян туртма ирĕк памалла мар. Чăваш енри 60 çултан аслă çынсен каратинра лармалла. О. Николаев çавăн пекех медицина ĕçченĕсемпе вируслă çынсемпе маларах хутшăнма пултаракан çынсене чи малтан маскăсемпе тивĕçтермелли çинчен каланă. Аса илтеретпĕр: ятарлă режим пирĕн республикăра пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнченпе вăйра тăрать. Унпа килĕшỹллĕн Чăваш Ен халăхне хỹтĕлемелли мерăсене куллен çирĕплетсе пыраççĕ. Олег Алексеевич каланă тăрăх, асăннă лару-тăрура республикăри влаçсен çĕнĕ вируса сарăлма памалла мар, уйрăмах аслă ăрурисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле. Чир ертес мар тесен Олег Алексеевич 60 çултан иртнисене карантинра пулма ыйтнă. Республикăра карантинри ватăсене волонтерсем пулăшĕç. Хастарсем вĕсем валли апат-çимĕç тата эмелсем туянĕç. Çакна Пĕтĕм Раççейри "Волонтер медиксем" юхăм членĕсем йĕркелĕç. Кăмăл тăвакансем добро.ру сайтра регистрациленме пултараççĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре пуш уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне 490 çынна яхăн сăнаса тăраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 780 яхăн çыннăн коронавирус пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ. Хальлĕхе çак амакпа чирлекен пĕр çын Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче сипленет. Сиплев курсĕпе килĕшỹллĕн, вăл боксра ака уйăхĕн 2-мĕшĕччен пулĕ. Кун хыççăн унăн тепĕр хут анализ памалла. Чир паллисем пулмасан арçынна больницăран кăларĕç. Сывалса çитмесен боксрах тытĕç. Оперативлă штаб лару-тăрăва тимлĕн сăнаса тăрать. Çакна аса илтермелле: пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнчен Раççее урăх çĕршывсенчен килнĕ кашни çыннах 14 кунлăха карантина яраççĕ. Чăваш Енре халăха социаллă пулăшу паракан 44 организацире санитарипе эпидемиологи режимне пăхăнма мĕн пур услови тунă. Вĕсенчен 35-шĕ стационар мелĕпе ĕçлет. Кунтах медицина, çав вăхăтрах лабораторипе инструментлă диагностика тĕпчевĕсем тума май пур. Çавăн пек учрежденисенче 2311 çын пурăнать. Çавсен йышĕнче — ватăсем, инвалидсемпе ачасем. Хальхи вăхăтра чирлесе килте сипленекенсем те пур. Сахал стажпа вăй хуракан çамрăксен ĕçлеменнишĕн паракан тỹлев палăрмаллах пĕчĕкрех. Çавна май "больничнăй" тỹлес йĕркене те улшăнусем кĕртнĕ. Вăл уйăхне пĕр МРОТран сахал пулмалла мар. Çакна валли бюджетран хушма 7 миллиард тенкĕ пăхса хурĕç. Тĕнчере пуш уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне коронавирус ернисен шучĕ 724058 çынна çитнĕ, чирлĕ 33990 çын вилнĕ, 151793 çын ку амака парăнтарнă. Раççейре çĕнĕ вирус инфекцийĕпе 1836 çын чирленĕ. 9 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. 69 çын сывалнă. Аптекăсемпе апат-çимĕç лавккисем, банксем ĕçлеççĕ, общество транспорчĕ пассажирсене илсе çỹрет. Хаçат-журнал та яланхи йĕркепех тухса тăрать. РФ Сывлăх сыхлавĕн штатра тăман тĕп специалисчĕн Н. Брикон шухăшĕпе, ака уйăхĕн вĕçĕнче, çу уйăхĕнче коронавирус сарăласси палăрмаллах чакĕ. Çакă çулталăк сезонĕ улшăннипе çыхăннă. Апла пулсан пăлханса ỹкме васкар мар, специалистсем сĕннĕ асăрхаттарусене шута илер, халăх йышлă çỹрекен вырăнсене сăлтав çук чухне тухар мар. Тĕнчере чир-чĕр сарăлни унччен те пулнă. Этемлĕх, телее, мĕн пур амака çĕнтерсе пынă. Кăна та парăнтарма мĕн пур услови пур пирĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика