27 марта 2020 г.
Пирĕн урам халь Колхозная ятпа çырăнать. Унччен ăна ватти-вĕттипех Турхан урамĕ тенĕ. Мĕншĕн тесен асăннă урам Турхан ялĕн тĕп урамĕ шутланнă. Кунта хăй вăхăтĕнче ялти тăватă класлă шкул та ĕçленĕ, йывăç çуртра “Байсубино” колхозăн правленийĕ те вырнаçнăччĕ. Аллăмĕш çулсенче колхоза Упи тăрăхĕнчи ялсемпе çыпăçтарсан, правлени çурчĕ клуб вырăнне тăрса юлчĕ. Турхан урамĕнчи урама тăрăхла йывăç çуртра пурăнатчĕç Трофимовсем. Ашшĕ, Трофим Андреев (1875 ç.ç.), амăшĕ Аксения Михайлова(1882 ç.ç.) тата ачисем: Перасковья, Анна, Александр пулнă. Александр 1919 çулта çуралнă, хăш уйăхрине астумастăп. Çав тери кăмăллă, ăш пиллĕ çын пулнипе асрах-ха маншăн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр утса тухни, çав хăрушă та йывăр самантсене аса илни, хăмăр куçĕсенчен вĕри тумламсем пăчăртанса, шăрçаланса капланни ха-лĕ те асрах. Пĕкĕрĕлнĕччĕ, кукăрăлнăччĕ вăл. Ялти сысна ферминче хуралçăра ĕçлетчĕ, лашасем пăхатчĕ. Ку аса илỹ вăл маншăн иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕл-мĕш çулĕсемпе çыхăннă. Александр Трофимович, хăй каланă тăрăх, ялтан пĕр çулхисем Карп Матвеев, Николай Фадеев, Сильвестр Терентьев, Всеволод Тихонов, Егор Данилов, Алексей Иванов, Филимон Степанов, Харитон Матвеев, Семен Иванов тĕрлĕрен çулсенче фронта тухса кайнă. Санька Трофимовăн салтак ячĕ 1941 çулта тухнă. Ленинград фронтĕнчи стрелоксен 119-мĕш полкĕнче ирсĕр тăшманпа çапăçнă ентешĕмĕр. Уйрăмах уншăн 900 куна пынă Ленинград блокади, вилĕмпе куçа-куçăн тăнă самантсем вилĕмсĕр... — 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче пирĕн çарсем, тăшман ункине татса, 8-9 километр сарлакăш коридор уçрĕç. Тан мар тытăçура эпĕ те амантăм. Мана санбата çитерсе вырттарчĕç. Шел те, санбат çине тăшман снарячĕ ỹксе çурăлчĕ, — аса илетчĕ А. Трофимов рядовой. — Тепĕр хут суранлатрĕç çакăнта. Контузие пула хăлхи çав-çавах илтми сусăрланса, аманса юлать унăн. Тăван кĕтесре икĕ алла усса лармасть фронтовик-салтак... Юратнă мăшăрне, Пăлакие, ытама илет те: “Чи аслисем — Юльăпа Сергей аталансах пыраççĕ, эпĕ Вăрнар тăрăхĕнчи вăрман хатĕрлекен пункта вырнаçам-ха, — тет. — Кил-йыша ура çине тăратмаллах манăн”. Вунă çул тăрăшать вăрман хуçалăхĕнче ентешĕм. Каярах тăван тăрăхра весовщикра, пулăшу кассин председателĕнче тар тăкать, кил-çуртра ĕçлет вăрçăн иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Шел, 1979 çулта, 59 çултах пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ Санька Трофимов. Хăйĕнчен çĕр çине икĕ хĕрпе виçĕ ывăл хăварчĕ...
М. Юрташ.