27 марта 2020 г.
Эпир, 6—9-мĕш классем, класс тулашĕнчи занятире Мăн Шетмĕ юхан шывĕ тăрăх виртуаллă çул çỹреве тухрăмăр, ăна С. Назарова ертсе пычĕ. Çак çул çỹрев тĕллевĕ — хамăр тăрăхри паллă фронтовиксемпе, литературăра тата искусствăра тарăн йĕр хăварнă паттăр çынсемпе паллашасси пулчĕ. Прохор Трофимов, Георгий Трофимов, Леонтий Семенов çыравçăсен пултарулăхне тишкертĕмĕр. Р.Г. Герасимова пулăшнипе кĕнеке выставки йĕркелерĕмĕр, сăвăсем каларăмăр, А. Андреева тата А. Степанова юрă юрларĕç. Пирĕн тăрăх çакăн пек паллă çынсемпе пуян пулнипе эпир чăннипех те мухтанатпăр.
А. Степанова