АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тылри хастарçă

27 марта 2020 г.

Тылри хастарçă

Тылри паттăра, ватă кукамая — Клавдия Феофановна Михайловăна — асра тытса, пуç тайса. Аслисем каланă тăрăх, Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче ватă кукамая хисеплесе: “Кăлати аппа”, вырăс урамĕнчи тус-юлташĕсем: “Кавушка”, — тесе чĕннĕ. Савнă мăшăрĕ — Василий Михайлович — вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Вăл виçĕ ачине хăраххăн çитĕнтерсе, сахал мар хура-шур тỹссе ирттерни çинчен хурлăхлăн каласа панине хальхи çамрăк ăру пĕлме тивĕç. — Вăрçă çулĕсенче мĕн пур ĕçе, уйри тырра кунтăк çакса, алпа акса туса илнĕ. Çăмăл мар çак ĕçе эпир, хĕрарăмсем, хамăр ĕнсе çинче чăтса, тỹссе ирттертĕмĕр. Мĕн иртен пуçласа каçченех — уйра. Ачамсемпе выльăх-чĕрлĕхсене пăхма та вăхăт юлмасчĕ. Ачасене йывăр килчĕ çав, — каласа панă вăл хăй пурăннă çулĕсенче. Хисеплĕ ĕç паттăрĕсене, хастар чĕреллĕ ватă кукамая “Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулĕсенчи Аслă вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн”, “Ĕç ветеранĕ” тата ытти медальсемпе чыс тунă. 1999 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче, 94 çулта, çĕре кĕнĕ хисеплĕ ватă кукамай. Кукаçсем Çĕнтерỹ çулĕпе Яланах паттăр пынă малта. Кукамсем макăрса куççульпе Куллен кĕтнĕ çуралнă ялта. Çĕршыва сыхлама çич ютран Тĕрек илнĕ вĕсем ачаран. Пăрăнмастпăр эпир çак çултан. Тусăмсем! Хакли çук халь унран! Çĕнĕ ĕмĕр çинче пынă чух Салху пурнăç ан тухтăр мала. Пĕтĕмпех хамăртан килнĕ чух, Çамрăксем! Шеллер мар вăй-хала. Ăмăртса ĕçлеме вăй пур чух, Эпир хатĕр ялан пĕрле чух! Тантăшсем! Тупăшса вăй хурар Яланах пĕр-пĕрне пулăшар!

Материала София Ивановăпа пĕрле унăн кукашшĕ Г. Дубров пичете хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика