27 марта 2020 г.

Вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă ватă кукаçине — Василий Михайлович Михайлова — асра тытса. — “Ваçли пичче” тесе хисеплесе чĕннĕ ватă кукаçине ялта, — тет кĕçĕн мăнук София Петровна Иванова. Вăл Кĕçĕн Шетмĕре çуралнă ят-сумлă çын пулнă. Пултарулăхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ял-йыш ял Совет ĕçтăвкомĕн секретарĕн ĕçĕсене туса пыма шаннă. Çак яваплă ĕçре хăй 1941 çулхи çурла уйăхĕччен, вăрçă хирне тухса кайичченех тăрăшнă. Вăрçă тухсанах чăваш çĕрĕ çинче 139-мĕш стрелоксен дивизийĕ чăмăртаннă çар ретĕнче тăрса 1943 çулхи утă уйăхĕнче Ржев хулине нимĕç вăрă-хурахĕсенчен ирĕке кăларнă хаяр çапăçура ватă кукаçи ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Унăн шăпи çинчен вилнĕ хучĕсĕр пуçне вăрçă чарăнмасăр та пĕлмен. Ватă кукаçипе пĕрле вăрçа кайнă тата çапăçнă, йывăр аманса Очкасси ялне таврăннă ентешĕмĕр — Федор Тимофеев каласа хăварнинчен çакă паллă: “1942, утă уйăхĕ. Пире Ржев хулине нимĕçсенчен ирĕке кăларас тĕллевпе пĕр вăрманта наступленине кайма хатĕрлерĕç. Акă, пирĕн çине нимĕç самолечĕсем вĕçсе килсе бомбăсем пăрахма пуçларĕç. Кăнтăр кунĕ пулин те, нимĕн те курăнмасть, çĕр кисренсе тăрать, йывăçсене çулăм хыпса илнĕ тейĕн. Эпĕ çак хăрушă тамăкра тăн çухатнă. Тăна кĕрсен шурă халат тăхăннă тухтăрсене куртăм. Эпĕ вĕсенчен Василий Михайлович çинчен ыйтсан та ун çинчен пĕлеймерĕм. Вăл çак хаяр çапăçуран тухайман, Ржев çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕхех выртса юлчĕ”, — пĕлтернĕ паттăр салтак. Хăй вара йывăр суранпа чылай вăхăт хушши асапланнă хыççăн çĕре кĕчĕ. Çăмăл пултăр унăн вил тăприйĕ. Ватă кукаçи те тăван кил-йышĕ патне пĕртен-пĕр çыру яма çеç ĕлкĕрнĕ. Эп тытатăп хам алла Ват кукаçи хайлавне. Нумай çул вăл каялла Çырнă çакă çырăва. Саламлать вăл çемйине Ырă кун пуçланнипе. Пăшăрханать чунĕпе Килтен çыру çуккипе. Çырура вăл систерет — Тухмалла ун çапăçма. Вăхăт тупать шеремет Пĕртен-пĕр çыру çырма.
Материала София Ивановăпа пĕрле унăн кукашшĕ Г. Дубров пичете хатĕрленĕ.