АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ĕç хамăртан килет

27 марта 2020 г.

Нумай ĕç хамăртан килет

Тĕнчере коронавирус чирĕ анлă сарăлнă пирки пур çĕртре те кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Красноармейски районĕнче те çак инфекципе кĕрешмелли штаб йĕркелесе янă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов ертсе пырать. Çак кунсенче Александр Николаевич администрацинче асăннă ыйтупа лару ирттернĕ. Кашнинех чиртен упранмалли майсене пĕлмелле, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, харпăр хăйĕн тасалăхне тытмалла, кунсăр пуçне общество вырăнĕсенче пулнă хыççăн телефонсене, гаджетсене кашни кун антисептикпа тасатмалла. Чăваш Енри Сывлăх сыхлав министерствин “БСМП” БУн “Красноармейски районĕн тĕп больници” филиалĕ çитес эрнере ытти кунсенчи пекех штат режимĕпе ĕçлĕ. Çĕнĕ вирус тупса палăртнă çĕршывсенчен килнĕ çынсем валли Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствинче “хĕрỹ лини” ĕçлет. 8(8352) 26-14-14 номерпе коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатма, ют çĕршывран таврăннисем пирки хыпарлама пулать. Çавăн пекех Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн телефонĕ çине те шăнкăравлама пулать: 8(8352) 58-24-48, 58-51-66 (ĕç кунĕсенче), 8(8352) 58-53-11 (канмалли тата уяв кунĕсенче).

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика