27 марта 2020 г.

ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С. Яковлев республикăри вĕрентỹ тытăмĕн органĕсен ертỹçисемпе, шкулсен директорĕсемпе онлайн-канашлу йĕркеленĕ. Унта çавăн пекех министрăн пĕрремĕш çумĕ А. Федорова, министр çумĕ И. Царевский, вĕрентỹ тытăмне тĕрĕслесе тата сăнаса тăракан управлени начальникĕ М. Скирневская, пĕтĕмĕшле пĕлỹ тата шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен пай ертỹçи А. Ширшов хутшăннă. Ведомство ертỹçи çакна палăртнă: “Республикăра коронавирус инфекцийĕ ан сарăлтăр тесе профилактика мероприятийĕсене палăртнă май халăха чир-чĕр ересрен хỹтĕленме пулăшакан мерăсем йышăннă. Халĕ вĕренекенсем çуркуннехи каникулта. Вăл штатлă расписанипе пулса пырать, кану тапхăрĕ пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче — ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленет. Ун хыççăн каччăсемпе хĕр-сем вĕренĕве дистанци мелĕпе малалла тăсĕç”. Пуçлăх вĕрентỹ тытăмĕн ертỹçисем патне çакăн пек задача лартнă: “Вĕрентỹ процессне пĕр йăнăшсăр, тĕрĕс тата пĕлсе йĕркелемелле, ачасен пахалăхлă пĕлỹ илмелле”. Вăл вĕренĕве дистанци мелĕпе йĕркеленĕ тапхăрта ачасемпе каникул тапхăрĕнчи евĕрех куллен çыхăнура пулмаллине палăртнă. М. Сквирневская март-апрель уйăхĕ валли палăртнă тĕрĕслевсене пăрахăçлани çинчен пĕлтернĕ. А. Федорова вĕрентỹ программисене туллин пурнăçламалли çинчен тепĕр хут аса илтернĕ. Кун пек чухне кулленхи тĕрĕслев, вĕренекенсен ĕçĕсен хаклавĕ тĕпре пулмалла. Вăл ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе куллен çыхăнура пулмаллине палăртнă. Енчен те вĕсем ачасен хăрушсăрлăхĕ пирки иккĕленеççĕ, пепкесене килте никампа та хăварма май çук пулсан, шкулта пуçламăш классенче вĕренекенсем валли 30 минутлăх уроксем йĕркелеме хатĕр. Кун пек чухне Роспотребнадзорăн профилактика сĕнĕвĕсене шута илмелле. А. Федорова хăш-пĕр мероприятисене — вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин юлашки тапхăрне, професси ăсталăхĕн “Чăваш Енри çулталăкри учитель-2020” республикăри конкурса — каярахри вăхăта куçарасси пирки пĕлтернĕ.