АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ

27 марта 2020 г.

Китайран тухнă коронавирус халь тин Китайăн кăна мар ĕнтĕ. Çак чире 170 ытла çĕршывра тупса палăртнă. Çĕр чăмăрĕ çинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ вăл. Çакна эпир радио-телевидени передачисенче, хаçат-журнал материалĕсенче тăтăшах куратпăр. Пĕр çĕршывран теприне питĕ хăвăрт сарăлать çĕнĕ вирус. Чирлекенсен шучĕ кунран-кун ỹсет. Çав цифрăсем тăтăшах улшăнса тăраççĕ. Тĕнчере коронавируспа чирлисен йышĕ пуш уйăхĕн 26-мĕш каç тĕлне 486948 çынна çитнĕ. 99376-шĕ çак амакран сывалнă.Çĕнĕ вирус 21789 çыннăн пурнăçне татнă. Коронавирус Италире, Испанире, Германире, Францире ытларах сарăлнă. “Раççейре коронавирус, тĕнчери лару-тăрупа танлаштарсан, ун пекех çивĕч мар. Вăхăтра кирлĕ йышăнусем туни çĕршыва усă кỹчĕ”, — палăртнă Раççей премьер-министрĕ М. Мишустин Правительство членĕсемпе ирттернĕ ларура. Çĕршывра вируса тытса чарас тата сарăлма парас мар тесе ятарлă мерăсем йышăннă. Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне Раççейре 20 регионта чир алхасать, коронавируспа чирленисен йышĕ 840 çынна çитнĕ, вĕсенчен 38-шĕ сывалнă. Мускавра çĕнĕ вирус 182 çынна ернĕ. 38-шĕ ку амака парăнтарнă. 2 çын вилнĕ. Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕн-чен пуçласа ака уйăхĕн 14-мĕшĕччен Мускавра 65 çултан аслăраххисен тата вăраха кайнă чирсемпе аптăракансен килти режима пăхăнмалла. Кун пирки хула мэрĕ С. Собянин пĕлтернĕ. Ватăсене общество вырăнĕсене тухса çỹреме сĕнмеççĕ. Усал амакран сыхланма Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаевăн хушăвĕпе пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче республикăра ятарлă режим çирĕплетнĕ, халăха инфекци ересрен хỹтĕленме пулăшакан хушма мерăсем йышăннă. Ятарлă хушу тухиччен республикăра спорт, культура, массăллă ытти мероприятисем йĕркелеме чар-нă. Предприятисемпе организацисене профилактика ĕç-хĕлне вăйлатма сĕннĕ. Паллах, çынсен хăйсен те тимлĕрех пулмалла. Аса илтеретпĔр: пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре коронавируспа чирленĕ пĕр çынна тупса палăртни пирки хыпарланăччĕ. Бразилирен таврăннă арçын анализ панă хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи хăйĕн килĕнче ыттисемпе хутшăнмасăр пурăннă. Тест унăн коронавирус инфекцийĕ пуррине палăртсан арçынна Шупашкарти васкавлă медпулăшу больницине илсе çитернĕ, ятарлă бокса вырнаçтарнă. Пациент халĕ хăйне лайăх туять, чир çăмăллăн иртет. Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче тепĕр хыпар сарăлнă: Чăваш Енĕн 22 çулхи велосипедистне Геленджикри больницăна вырттарнă, вăл коронавируспа чирлени паллă. Край администрацийĕнчен çирĕплетнĕ тăрăх, спортсмен хăйне япăх туймасть. Вăл Румынире иртнĕ сбортан таврăннă иккен. Тата тепĕр япала. Ирт-нĕ эрнере ял-хула çыннисем лавккасене нихçанхинчен те ытларах çỹрерĕç. Малашне килте ларма сĕн-ме пултарассине шута ил-се-ши — кĕрпе, тăвар, сахăр, çăнăх таврашне ытларах туянчĕç. Халĕ вара шав лăпланчĕ. Лавккасенче сентресем туллиех. Ни-мĕн те улшăнман, йăлтах йĕркеллĕ, тавар çителĕк-лĕ. Раççейри паянхи лару-тăру пăлханма сăлтав çуккине кăтартать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика