27 марта 2020 г.

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В. Путин Раççей халăхне Чĕнсе каланă, унта вăл коронавируспа кĕрешес хушма мерăсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă.
Çĕршыв ертỹçи хăйĕн сăмахĕнче тĕп енсене çаксене палăртнă:
.Раççейре çитес эрнене — пуш уйăхĕн 30-мĕшĕ — ака уйăхĕн 5-мĕшĕ — ĕçлемелле мар тесе пĕлтернĕ. Ку чухне ĕç укçи сыхланса юлать.
.Раççей Конституцине улшăнусем кĕртессипе сасăлав ирттерме палăртнă куна — ака уйăхĕн 22-мĕшне — урăх вăхăта куçарма палăртаççĕ.
.Раççей Президенчĕ В. Путин çак тапхăрта дисциплинăпа яваплăх пирки тепĕр хут аса илтернĕ.
.Мĕн пур социаллă пособисемпе çăмăллăхсем парасси ултă уйăх хушши хушма справкăсемсĕрех малалла тăсăлĕ.
.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнĕ май вăрçăпа тыл ветеранĕсем 75 тата 50 пин тенкĕ паракан тỹлеве апрель уйăхĕнчех илĕç.
.Ача амăшĕн капиталне илме ирĕк пур мĕн пур çемьесене апрель уйăхĕнчен уйăхсерен виçĕ çулчченхи кашни пепке пуçне 5 пин тенкĕ тỹлĕç.
.РФ Федераци Пухăвне янă Çырура палăртнă пек 3—7 çулчченхи ачасене тивекен тỹлеве утă уйăхĕнчен мар, çĕртме уйăхĕнченех тỹлеме тытăнĕç.
.Ĕçлеменшĕн паракан тỹлев хучĕпе (больничнăйпе) 2020 çул вĕçлениччен уйăхсерен çĕнĕ нормăпа — паянхи тỹлевĕн чи пĕчĕк виçипе (МРОТ) — 12130 тенкĕ тỹлĕç.
.Ĕçсĕрлĕхшĕн паракан уйăхсеренхи тỹлеве 12130 тенкĕ (МРОТ) таран ỹстерĕç.
.В. Путин çак тапхăрта бизнеса пулăшу кỹмелли тĕп майсем çинче чарăнса тăнă.