20 марта 2020 г.
Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тĕпрен юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов унта пулса курнă, ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашнă. Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне шал енчен тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Юсав ĕçĕсене пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче тытăннă. Вĕсене С. Павлов ИП строителĕсем пурнăçлаççĕ. Муниципаллă контрактăн пĕтĕмĕшле сумми 1590531,1 тенкĕпе танлашать. ДЮСШ директорĕ В. Моисеев пурнăçланă ĕçсемпе, умри тĕллевсемпе паллаштарнă. Кунта алăксене улăштарма, спортзала, душевойсене çĕнетме, хывăнса тăхăнмалли, тренерсен пỹлĕмĕсене çĕнĕ сăн пама палăртаççĕ. Мĕн пур ĕçсене кăçалхи çĕртме уйăхĕ тĕлне вĕçлеме пăхнă.