АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркуннене кĕтсе илчĕç

13 марта 2020 г.

Çуркуннене кĕтсе илчĕç

Çак кунсенче Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Çĕньял Шетмĕсем хĕллене ăсатса çуркуннене кĕтсе илчĕç тата Çăварнине уявларĕç. Н. Егорова килĕ умĕнчи лапамра “Хĕр кỹлепине” капăрлатнă, тавралла тĕрлĕрен пуканесем вырнаçтарнă. Юнашар çимĕçсемпе тулли уяв сĕтелĕ, варринче — пăсланакан сăмавар. А. Ильина халăха çăварни икерчипе, Н. Егорова пылак чейпе хăналарĕ. “Шыв хĕрринче ỹсет çĕмĕрт йывăç Улма йывăç тавра çаврăнса. Шăпăр-шăпăр çăвать çурхи çумăр Йывăç турат тăрăх тăкăнса”, — юрăри пĕр куплетне 76 çул çине ярса пуснă Любовь Максимова шăрантарса савăнтарчĕ. Тепĕр кана ял вĕçĕнчи тăвайккирен ватрушка, сывлăшпа карăнтарнă резина матрас çине ларса ярăнчĕç. Савăнăçлă сасăсем вăрахчен чăваш ялĕ çийĕн илтĕнчĕç. Пулса иртекен уявсенче ялти халăха явăçтарса ертсе пыма май тата вăхăт тупнăшăн Алевтинăпа Вечеслав Ильинсене тав сăмахĕ, вăрăм кун-çул сунасшăн.

Л. Соловьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика