АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Трак ен пики - 2020” — Дарья Иванова

13 марта 2020 г.

“Трак ен пики - 2020” — Дарья Иванова

 Пуш уйăхĕн пĕр-ремĕш вунă кунлăхĕнче районти Культура çур-тĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе “Трак ен пики-2020” тупăшу пулса иртрĕ. Ăна чăваш наци культурине малалла аталантарас, тăван чĕлхепе калаçассине сыхласа хăварас тата сарас, тăван тăрăхри яш-кĕрĕм ăс-хакăлне ỹстерме тата каччăсемпе хĕрсене творчествăлла аталанма майсем туса парас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Уяв Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн иртрĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн ертỹçи В. Иванов саламларĕ, ырă сывлăх, ăнăçусем сунчĕ. Пикесене çавăн пекех Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Моисеев, Трак енри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Р. Николаева, "Раççей чăваш пики-2019" конкурсăн "Çивĕч ăс-тăнлă пике" номинацинче çĕнтернĕ А. Игнатьева ăнăçусем сунчĕç. Çĕнтерỹçĕ ята тивĕçессишĕн Трак енри 5 пике тупăшăва тухрĕ: Александра Иванова, Марина Павлова (Трак вăтам шкулĕ), Ксения Алексеева (Упи), Татьяна Сергеева (Красноармейски), Дарья Иванова (Алманч). Вĕсем конкурсра кашниех хăйсен тыткаларăшĕпе, сăпайлăхĕпе, çынлăхĕпе, ăс-хакăл туйăмĕпе, сцена çинче хăйсене тытассипе, чăвашла аван пĕлнипе палăрчĕç. Конкурс программине "визит карточки", тăван ен историне , культурине, йăла-йĕркине пĕлесси, творчество конкурсĕ, наци апат-çимĕçне ха-тĕрлесси кĕчĕç. Юлашкинчен Трак ен пикисем наци костюмĕсене кăтартрĕç. Жюри хĕрсен пултарулăхне, вĕсем юрă тĕнчине еплерех пĕлнине, вокал, хореографи уйрăмлăхĕсене, костюмĕсене пур енлĕн хакларĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе "Трак ен пики-2020" ята Алманч вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Дарья Иванова çĕнсе илчĕ. "Вице-Трак ен пики-2020", "Куракансем кăмăлланă пике" ята М. Павлова тивĕçрĕ, ытти номинацисенче — "Ăс пике" — Т. Сергеева, "Сăпайлă пике" — К. Алексеева, "Ăста пике" А. Иванова пулса тăчĕç. Район администрацийĕ "Трак ен пики-2020" конкурса ирттерме пулăшнăшăн райпо канашне (ертỹçи — Р. Николаева) ăшшăн тав тăвать. С. Самсонов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика