13 марта 2020 г.

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа, районти культура çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ. Етĕрне, Çĕмĕрле, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен килнĕ хĕрарăмсем сцена çине тухрĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Трак тăрăхĕн чысне Антонина Никонорова хỹтĕлерĕ. СПРАВКА: Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн Ассамблейин резолюцийĕпе 2008 çулта Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне çирĕплетнĕ. Ăна çулсерен юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче паллă тума йышăннă. Çав куна халалласа Чăваш наци конгресĕн “Чăваш хĕрарăмĕ” комитечĕ 2019 çулта пуçарнипе Шупашкарта регионсем хушшинче “Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма” конкурс йĕркелеме тĕв тунă. Кăçал, акă, конкурс пахалăхне ỹстерес тата анлăлатас тĕллевпе ăна икĕ тапхăрпа ирттерме палăртнă. Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне халалланă регионсен шайĕнчи конкурсăн зонăри ăмăртăвне Трак районĕ хапăл тусах йышăнчĕ. Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче пирĕн тăрăхра асăннă мероприятин пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Районти культура çурчĕн сцени çине пилĕк район пикисем тухрĕç. Уява ертсе пыракан Юлия Мареева тата Маргарита Ильина залра ларакансене вĕсемпе паллаштарчĕç: Елена Шарова (Етĕрне), Инна Тимофеева (Çĕмĕрле ), Ольга Дубинина (Элĕк), Людмила Яковлева (Хĕрлĕ Чутай), Антонина Никонорова (Трак ен). Конкурс пилĕк пайран пулчĕ. Чăваш ял хĕрарăмĕсен пултарулăхне ЧНК-ан "Чăваш хĕрарăмĕ" комитечĕн членĕсем тата унти вице-президент А. Ухтияров пысăк хак пачĕç. Пултаруллă хĕрарăмсем чи малтанах хăйсем хатĕрленĕ чăваш апат-çимĕçĕ пирки каласа пачĕç, унтан ал ĕçĕсен куравĕнче вĕсем чун киленĕçĕпе паллаштарчĕç. Сцена çине пикесем чăваш тумĕсемпе шурă акăш евĕр илемлĕн утса хăйсене тыткалама пултарнине кăтартрĕç, халăх туприне куракансем умне кăларчĕç. Çавăн пекех конкурсанткăсем хăйсемпе тата çемйисемпе паллаштарчĕç, чăваш йăли-йĕркисене кăтартрĕç, пултарулăх конкурсĕнче вара юрăсем шăрантарчĕç, ытармалла мар илемлĕ ташăсем ташларĕç, чун-чĕрене пырса тивекен сăвăсем вуларĕç. Çăмăл пулмарĕ пикесен пултарулăхне хаклама. Жюри председателĕ, паллă поэт Р. Сарпи хĕрарăмсене пурне те мухтарĕ. Конкурс хаклавçисем çак номинацисенче палăрнисемпе паллаштарчĕç: “Эткер пирĕштийĕ” — Е. Шарова (Етĕрне районĕ), “Ылтăн алă” — И. Тимофеева (Çĕмĕрле районĕ), “Тĕпел хуçи” — О. Дубинина (Элĕк районĕ), "Чăваш ялĕн илемĕ" — Л. Яковлева (Хĕрлĕ Чутай районĕ), "Пултарулăх çăлкуçĕ" — А. Никонорова (Трак ен). Курма килнисене тата жюрисене Трак енри А. Никонорова тата Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Л. Яковлева пултарулăхĕ уйрăмах кăмăла кайрĕ. Юпа уйăхĕнче Шупашкар хулинче иртекен иккĕмĕш тапхăрта — финалта — Антонина Никоноровăпа Людмила Яковлева хăйсен районĕсен чысне хỹтĕлĕç. ЧНК президенчĕ Н. Угаслов тата конгресс пайташĕсем Красноармейски район администрацине тата Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертỹçине Зинаида Михайловăна уява тĕплĕн хатĕрленнĕшĕн тата мероприятие çỹллĕ шайра ирттернĕшĕн тав турĕç, ăшă сăмахсем каларĕç, асăнмалăх сăн ỹкерĕнчĕç. Т. Филиппова.