АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сашăпа Маша

13 марта 2020 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Сашăпа унăн мăшăрĕшĕн Машăшăн йывăр вăхăтсем пулчĕç. Вĕсем ĕçсĕр тăрса юлчĕç. Çемьере икĕ ача. Йыша тăрантарас шутпа Саша чикĕ леш енчен çăмăл машина хăваласа услам тума шутларĕ, Машăн ку ĕçе пуçлама тăванĕсенчен кивçен укçа пуçтарма май килчĕ. Машинăсем “хăвалас” ĕçре Сашăн тус-юлташ тупăнчĕ. Иккĕн иккĕнех, çул çинче тем те пулать, пĕр-пĕрне яланах пулăшнă туссем. Анчах, пĕррехинче, Белоруссинчен иртсен Мускава çитеспе çакăн пек пăтăрмах пулса иртрĕ. Умра юлташĕн машини курăнми пулчĕ. “Киле çитесси нумай юлман та хăйĕн вăйлă машинипе васкарĕ пулинех”, — шутларĕ Саша хăйĕн “Жигулийĕпе” фурăна иртсе кайма пуçланă май. Сасартăк, машина, сулахай урапи айне юрлă пăр лекнине пула, каялла çаврăнса, ỹпĕнсе сывлăша “вĕçсе хăпарса” кайрĕ. Çав самантра Сашăн пуçĕнче, вăйлă компьютер ĕçлет тейĕн, питĕ хăвăрт плансем вĕлтлетсе иртрĕç: “Жигулинчен”, ваннине пула, нимĕн те юлмасть пулĕ, моторне сутса кăшт услам илсе арăм патне укçасăр таврăнас мар. Унччен те пулмарĕ, машина кĕрĕнс! терĕ. Унтан таврана шăплăх ярса илчĕ. Уçă пачкăран кефир тумлани çеç пăнч! пăнч! тесе илтĕнет. Акă, çỹлте, çул çинче машинăсем иртсе кайни палăрать. Саша урисемпе çỹлелле выртать иккен. “Жигули” те тĕпĕпе пĕлĕтелле пăхать, хăрах урапи халь те çаврăнать. Кран тупса Саша тарăнах мар çул аяккинчен машинăна йăттарса кăларчĕ. Тепĕр талăкран чиперех хăйĕн “Жигулийĕпе” киле таврăнчĕ. Унăн тусĕ, Машăн куç умне лекесрен хăраса, талăк хушши Сашăн хваттер картишне йăпшăнса пыра-пыра пăхнă терĕç. Унтанпа нумай çул иртнĕ ĕнтĕ. Сашăна хушăран “Жигули” ỹпĕнсе вĕçнĕ вăхăтра юратнă арăмĕ çинчен шутлани аса килет.

В. Усли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика