АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дезбарьерсем çук, какая тĕрĕслемесĕр сутаççĕ

13 марта 2020 г.

Чир-чĕртен сыхланасси, хỹтĕленесси халĕ уйрăмах çивĕччине кашниех ăнланать — Турă сыхлатăр кăна. Çынсемшĕн кăна мар, чĕр чунсемшĕн те хăрушлăх пур. Сыснасен африка чуми пирки сăмах пуçарма çĕнĕ вучахсем хистеççĕ. Россельхознадзор пĕлтернĕ тăрăх, çывăх регионсенчех — Чĕмпĕр, Чулхула тата Самара облаçĕсенче — çĕнĕ вучахсем! Республикăмăр — 2019 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа тĕп йышăнупа килĕшỹллĕн “ăнăçлă” статуслă. Çапах хуçалăхсем пур енлĕн чиртен сыхланнă теме çук. Чиртен упранассипе çыхăннă йĕркесене пăхăнман тĕслĕхсене Россельхознадзор инспекторĕсем халĕ те тупса палăртаççĕ. Дезбарьерсем çукки çивĕч ыйтусенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Муркаш районĕнче выльăх пусмалли пунктра çак йĕркене пăхăнман пĕр усламçă. Автотранспорт вара шăпах дезбарьертан чи малтан иртет. Унăн ураписен сиенсĕрлетекен ятарлă шĕвекре чỹхенсе тухмалла. Тăкаклă, паллах, çакна хута яма, анчах чир-чĕр кĕртес мар тесен вăл кирлех. Хăш-пĕр çĕрте дезбарьерсем янтăланă пулин те — ветеринари правилисемпе килĕшсе тăмаççĕ вĕсем. Россельхознадзорăн пай пуçлăхĕн çумĕ Елена Андреева каланă тăрăх, пĕлтĕр Чăваш Енре сысна ĕрчетекен тата пусса тирпейлекен 27 хуçалăха тĕрĕсленĕ: Вăрнар, Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Тăвай, Çĕрпỹ, Элĕк, Улатăр, Красноармейски, Патăрьел, Муркаш, Йĕп-реç, Комсомольски районĕсенче. Йĕркене пăхăнманран административлă 15 ĕç пуçарма тивнĕ. Çавăн пекех сунар лаптăкĕсенче, ĕçлесе юсанмалли колонисенче пулнă. Сăмах май, пĕр хресчен-фермер хуçалăх ĕç-хĕлне 90 талăклăха чарса лартма та тивнĕ. Çак тапхăрта унта выльăха хускалми тумалли ятарлă вырăн (бокс) янтăлама каланă. Кунсăр пуçне ветеринарипе санитари экспертизи ирттермелли пỹлĕм хатĕрлемелле. Ятарлă вырăн пулманран пуль пусмалли цехран тухакан какая ветеринарипе санитари тĕрĕслевĕ ирттерменшĕн те асăрхаттармасăр май килмен. Хатĕрсене çăвасси тата сиенсĕрлетесси тĕлĕшпе те ыйтусем пулнă унта. Ăшă тата сивĕ шывпа тивĕçтересси — пĕрре, тепĕр ыйтăвĕ дезинфекци ирттермелли та-та çуса-тасатмалли шĕвексем туянассипе çыхăннă. Ветеринари докуменчĕсем пирки калас пулсан, вĕсемсĕрех сысна какайне йышăннă, упранă тата сутнă тĕслĕхсене Хĕрлĕ Чутай тата Улатăр районĕсенче тупса палăртнă. Ветсанэкспертиза ирттермесĕрех сысна ашне сутни Шупашкар районĕнче те палăрнă. Выльăх пусмалли пунктсенче сысна юлашкийĕсене ятарласа пухманни тата тĕп туманни те тĕл пулать. Вĕсене çĕре чавса чикнĕ тĕслĕхсем те пур. Кунашкал йĕркесĕрлĕхе Шупашкар, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче шута илнĕ. Сыснасен африка чуминчен (САЧ) сыхланасси пĕр-икĕ çын ĕçĕ мар, сыхлăх пирки кашнин пĕлмелле. “Хупă режим” — САЧ-ран хỹтĕленмелли витĕмлĕ мелсенчен пĕри пулни пирки аса илтерни ытлашши пулас çук. Асăннă йĕрке пысăк хуçалăхсене кăна пырса тивмест. Ял çыннисен те сыснисене хупă витерех усрамалла. Унта дезинфекци туса тăни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сысна апатне виçĕ сехет таранах вĕретме сĕнеççĕ специалистсем. Палламан çынран, пушшех те ветеринари докуменчĕсемсĕр (халĕ вĕсене электронлă майпа хатĕрлеççĕ) сысна çури туянма ан васкăр. Специалистсем какая ятарлă вырăнсенче кăна туянма сĕнеççĕ. Пĕлмен çĕрте туяннă какай паха пуласса никам та çирĕплетеймĕ вĕт. Республикăра чиртен упранас тĕллевпе ирттерекен ĕçсемпе пĕрлех Россельхознадзор — 558, Патшалăхăн ветеринари служби 1710 биоматериал лабораторире тĕпчеттернĕ. Телее, вĕсенче чир палли пулман. Çак тăнăçлăха кăçал та упраса хăварасчĕ.

Н. Васильева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика