13 марта 2020 г.
Нумаях пулмасть Красноармейскинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн председателĕ Г. Тусли, нумай çул хушши Янкасри ветерансен канашне ертсе пынă Ю.Н. Ефремова тата паянхи кун унăн тилхепине тытса пыракан Е. Васильева, Хĕлеç ялĕнче пурăнакан В.И. Григорьева ветерансен (пенсионерсен) канашĕнче чылай вăхăт парăнса ĕçленĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов алă пуснă Тав çырăвĕпе чысланă, асăнмалăх парнесем панă.
* * *
Çак кунсенче Чатукассинчи ваттисен çуртĕнче уяв пулса иртнĕ. Мероприятие ваттисен çурчĕн директорĕ С.Н. Матвеев уçнă. Кунта пурăнакансене саламлама районти ветерансен (пенсионерсен) канашĕн председателĕ Г. Тусли тата Чатукассинчи ветерансен канашĕн председателĕ Ф. Илларионова килнĕ. Георгий Леонидович ветерансен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, малашнехи плансемпе паллаштарнă. Фаина Гавриловна та сăмах илнĕ, умма лартнă тĕллевсем пирки каласа панă, ыйтусене хуравланă. Мероприяти вĕçĕнче ветерансене Г. Тусли пĕчĕк концерт кăтартнă: чăваш юррисем юрланă, такмакласа ташă ташланă. Уяв пурне те килĕшнĕ. Çакăн евĕр пухусене çитес вăхăтрах Пикшик, Упи тата ытти ял тăрăхĕсенче ирт-терме палăртнă.