13 марта 2020 г.

Тусай ялĕнче тымар янă Дмитрий Лукин фермерпа тĕл пулсан, калаçу яланхиллех вăраха тăсăлчĕ. Хулара çуралса ỹссе хăйсен пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтаракансем сайра тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та ун пек çынсен шухăш-кăмăлне, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ еплерех аталанса пынине пĕлме питех те кăсăклă. Мĕн хистенĕ-ха строитель профессине алла илнĕ арçынна ашшĕн тăван ялĕнче хăйĕн ĕçне пуçарса яма? Кооперативăн ỹсĕмĕсем пур-и? Çур акине тухма хатĕр-и? Çакăн çинчен каласа пама ыйтрăм эпĕ çамрăк фермертан. — Дмитрий Владимирович, çын пурнăçĕн никĕсĕ ачалăхран пуçланать, тетпĕр. Санăн вара мĕнлерех пулнă çав тапхăр? — Эпĕ 1985 çулта Шупашкарта çуралнă. Çемьере иккĕмĕш ача. Алена аппа манран çулталăк çурă аслăрăх. Аттепе анне иккĕшĕ те ялта çуралса ỹснĕскерсем. Атте, Владимир Трофимович, металл шăратакан заводра, анне, Вера Вениаминовна, Чапаев ячĕллĕ заводра ĕçлет-чĕç. Ачалăх çулĕсене питĕ ăшă туйăмпа аса илетĕп. Атте мана спорт енĕпе аталантарма тăрăшатчĕ. Эпĕ темиçе çул ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çỹренĕ. Анне вара, хăй те мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхнĕскер, пире те ĕç çумне çыпăçтаратчĕ. Эпир ỹснĕ вăхăт шăпах пăтрашуллă саманана, “перестройка” тапхăрне лекрĕ. Аттепе аннене çăмăлах пулман, паллах. Анчах эпир аппапа иксĕмĕр çав йывăрлăхсене вуçех те туйман. Мĕншĕн тесен ялсенче пирĕн кукаçипе кукамай, асанне пулнă, вĕсем пултарнă таран пулăшсах тăнă. Эпир çăвĕпех ялта пурăнаттăмăрччĕ. Пирĕн анне ялĕнче, Куславкка районĕнче, килти хуçалăхсенче хăяр, çĕр улми туса илсе Хусана сутлăха ăсатасси лайăх аталаннă. Эпир çуллахи кунсенче кукамайпа кукаçие пулăшас тесе чупсах ĕçлеттĕмĕрччĕ: хăяр шăварнă, пуçтарнă, çĕр улми çумланă. — Шкул хыççăн ăçталла çул тытрăн? — Эпĕ 9 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти строительсен техникумне вĕренме кĕтĕм, унта “строитель-техник” специальноçне алла илтĕм. Тăваттăмĕш курсра чух хурçăпа тимĕр-бетон конструкцисен монтажникĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Каярахпа мана прораб должноçне шанса пачĕç. 2006 çулта мăшăрланса çемье çавăртăм, кĕçех пирĕн аслă ывăл — Иван çуралчĕ. 2009 çулта кĕçĕнни — Степан çут тĕнчене килчĕ. Строительствăра ăнăçлах ĕçлесе пытăм, анчах мана пĕр-пĕр ĕç йĕркелесе ярас шухăш канăç памастчĕ. 2011 çулта вара хам тĕллĕн ĕçлеме тытăнса пăхас терĕм. — Харпăр хăйĕн ĕçне пуçарма çăмăл мар. Мĕнрен тытăнтăн? — Паллах, çак утăм патне эпĕ тỹрех пырса тухман, нумай пуç ватнă. Куç хупмасăр ирттернĕ каçсем те темĕн чухлех пулнă. Анчах малашнехи ĕçе ял хуçалăхĕпе çыхăнтарасси пирки пĕртте иккĕленмен. Мĕншĕн тесен ачаранпах ĕçе хăнăхнă, хам алăпа туса илнĕ çимĕç тутине пĕлнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Шупашкарти ял хуçалăх академине куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм, халĕ виççĕмĕш курсра. 2017 çулта эпир пĕр шухăшлă çынсемпе пĕрле ман атте ялĕнче “Тусай” кооператив йĕркелерĕмĕр. Виçĕ çул хушшинче эпир комбайн, сеялка туянтăмăр. Усă курмалли çĕр лаптăкне 30 гектартан 100 гектара çитертĕмĕр. Пĕрчĕллĕ культурăсемпе çĕр улми сутса тупăш тăватпăр. Ялти çамрăксенчен футбол команди йĕркелерĕмĕр, тĕрлĕ ăмăртусене тухса çỹретпĕр, час-часах малти вырăнсем йышăнатпăр. “Тусай” кооператив пултарнă таран ялти ватă çынсене, çамрăксене, район администрацине пулăшу парать. — Тусай ялĕнче “Досаево” ял хуçалăх артелĕ пур. Мĕншĕн эс çак ялтах кооператив йĕркелеме шутланă? — Мĕншĕн тесен эп хам та халь çак ял çынниех. Атте лартма пуçланă çурта туса пĕтертĕмĕр çемьепе (атте çамрăклах, 42 çулта çĕре кĕчĕ), хуçалăх тытса тăратпăр. Манăн ял çыннисен пурнăçне лайăх енне улăштарас, çăмăллатас килет. Ял хуçалăх предприятийĕн ĕçне пĕлсе, çĕнĕлле йĕркелесен, çынсене валли ĕç вырăнĕсем, кирлĕ чухлĕ шалу укçи туса парсан вĕсен пурнăçĕ тивĕçлĕ шайра пулĕччĕ. Анчах пысăк улшăнусем кĕртме пирĕн кооперативăн пурлăх никĕсĕ те çук, çĕр лаптăкĕ те сахал. Паян ертỹçĕн хуçалăха аталантарассишĕн, çĕнĕ технологисемпе усă курассишĕн, çынсен пурнăç шайне ỹстерессишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшмалла. Пĕрлешỹллĕ хуçалăх вăл ял тăрăхĕнче халăха пурăнма мĕн пур майсемпе тивĕçтерекен предприятисенчен пĕри пулса тăрать-çке-ха. Тухăçлăх вăл вăй хурса ĕçленинчен çеç килмест. Хуçалăх ертỹçисемпе специалисчĕсем хăйсен пĕлĕвне тăтăшах ỹстермелле, конференцисене хутшăнмалла, ытти регионсен паха опычĕпе паллашмалла. Пурнăç улшăнса пынă май, ĕçлемелли меслетсемпе çĕнĕлĕхсем кĕртме хистеççĕ. — Сан ирĕкỹ пулнă пулсан, вăй çитсен, мĕнле улшăнусем кĕртĕттĕн эсĕ хăвăр ялта? — Чи малтанах, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине çĕнĕрен пуçарса ярăттăм. Тыр-пул, тымар çимĕç туса илес ĕçе çĕнĕ технологисене пăхăнса йĕркелеттĕм. Сĕт-çу продукцине тирпейлесе çемçе йышши сыр туса кăларакан цех уçăттăм, усă куракан çĕрсен лаптăкне ỹстерĕттĕм. Малтан, анчах ял хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăнсан, çак тĕллевсене пурнăçлама вăй çитереймесрен шикленеттĕмччĕ те пулĕ. Анчах халăхра ахальтен каламаççĕ: куç хăрать те алă тăвать. Эпир кооператива, тĕрĕссипе каласан, ним çук çĕрте йĕркелесе ятăмăр, “нульрен” пуçларăмăр. Ман ун чухне пысăках мар опыт тата хăюллă шухăш-тĕллевсем çеç пулнă. Паянхи куна илсен вара манăн “Тусай” кооператива вăтам аталанса пыракан предприяти шутне кĕртес килет. Малашне те ăнăçлă ĕçлесе пырасчĕ. — Çитĕнỹсем сунатăп, Дмитрий Владимирович. — Пысăк тав сире, Юрий Зиновьевич.Ю. Борисов.