06 марта 2020 г.

85 çул. Нумай-и вăл е сахал? Нумай та мар, сахал та мар. Çапла, çапла. “Ял пурнăçĕ” хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 85 çул çитрĕ. Этем кун-çулĕпе танлаштарсан, район пичечĕшĕн вара вăл кĕске вăхăт мар. Район хыпарçин ĕмĕрĕ вăрăм та сисĕмлĕ, вăл хăйĕн историллĕ аталанăвĕнче пысăк, вăрăм та тертлĕ çул утса тухнă. Унăн биографийĕ Трак районĕпе пĕр çултах çырăнма пуçланă. Район хыпарçин пĕрремĕш номерĕ 1935 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче "Колхозник" ятпа кун çути курнă. Вăл Çĕрпỹ хулинчи типографире 1200 экземплярпа пичетленнĕ. Хаçат пĕчĕк форматлă пулнă. Пĕрремĕш номере А. Иванов ответлă редактор алă пусса кăларнă. Хаçат пирвайхи номертенех район хыпарĕсене анлăн пĕлтерсе тăнă. Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчи номерте республикăра тухса тăракан "Канаш" хаçатран илсе пичетленĕ заметка пур. Унта 1935 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Трак районĕнчи Советсен пĕрремĕш съезчĕ пулса иртни, райĕçтăвком членне 23 çынна суйласа хăварни çинчен хыпарланă. Çавăнтах çĕнĕрен суйланă райĕçтăвком президиумне 5 çынран суйланине, райĕçтăвком председателĕ пулма Липатова, хатĕрлев енĕпе ĕçлекен заместительне Мясникова, районти финанс пайĕн пуçлăхне Игнатьева, районти çĕр ĕç тытăмĕн пуçлăхне Еремеева çирĕплетнине пĕлме пулать. Тата çакна каласа хăварни вырăнлă. "Колхозник" тухма пуçлани район историйĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Пичет органĕ, ун чухне парти райкомĕн хăватлă рупорĕ шутланнă, коллективизаци юхăмне хăвăртлатас, колхозлă ял çыннисене çĕнĕлле пурăнма тата ĕçлеме вĕрентес çĕрте паллă вырăн йышăннă. Хаçат страницисенче район историйĕ çырăннă тесен те йăнăш мар пулĕ. Унăн иккĕмĕш номерĕ 1935 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче, виççĕмĕш номерĕ июнĕн 7-мĕшĕнче Малти Трак ялĕнчи типографире кун çути курнă, вĕсенче яваплă редакторшăн Н. Семенов алă пуснă. Райхаçат редакцийĕн çурчĕ Малти Тракра, районăн обществăлла мунчи пулнă вырăналла, çырма хĕрринче вырнаçнă пулнă. 1936 çулта Трак тăрăхĕнчи ялсене те кино çитнĕ. Ал ăсталăх эртелĕсем чăпта çапнă. Пур çĕрте те хут пĕлменлĕхпе кĕрешесси анлăн сарăлнă. Паллах, райхаçат вăл ыйтусене пурне те çутатнă. 1937 çулта Канаш — Шупашкар чукун çула тăвассипе, Тракпа Çĕрпỹ хушшинчи çул çинче чул сарассипе, Именкасси тĕлĕнче гидроэлектростанци хăпартассипе ĕçсем пынă, вăл хыпарсене те вулакансем патне вăхăтра çитернĕ хаçат. 1936-1938 çулсенче райхаçата К. Романов, П. Моронцов, В. Трофимов, П. Ефимов редакторсем алă пусса кăларнă. 1938 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнчен райхаçат çĕнĕ _ "Коммунизм çулĕпе" ятпа тухма пуçланă. Районсене пĕрлештерсе пысăклатиччен — 1962 çулхи май уйăхченех — 24 çул — çав ятпа тухса тăнă район хыпарçи. 1939 çулта Шупашкар — Канаш чукун çула хута янă, унпа тавар тата пассажирсем турттаракан поездсем çỹреме пуçланă. Трак кирпĕч завочĕ çумĕнче куршаксем тăвакан мастерской ĕçленĕ. Именкасси ГЭСĕ ĕçе кайнă. Çак хыпарсене вулакан патне чи малтан çитернĕ хаçат. Унăн страницисенчен ентешсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи, ун хыççăнхи тапхăрти пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн хроники те куç умне чĕррĕн тухса тăрать. 1958 çулта Упи ял советне кĕрекен "Досаево" колхозра та колхозниксен килĕ-сене радио кĕртнĕ. 1959 çулта Ленин ячĕпе хисепленекен колхозăн Тусай ялĕнчи 16-мĕш уй-хир бригади 12 гектар пуçне 810 центнер силослăх кукуруза туса илнĕ. 1960 çулхи çу кунĕсенче районтан комсомол путевкипе Коми АССРĕнчи Печора чукун çулне тунă çĕрте ĕçлеме 25 комсомолец, Казахстана çĕнĕ çĕрсем çине тыр-пул пухса кĕртме 160 çамрăк тухса кайнă. Ку тата ытти нумай хыпарсемпе тулнă район хаçачĕн страницисем. 1938-1962 çулсенче район хаçачĕн редакторĕсем пулса П. Ефимов, И. Хатаевский, Н. Орлов, Л. Семенов, А. Маркова ĕçленĕ. Ватлăх кунĕсене Анна Васильевна Çĕнĕ Шупашкарта ачисем патĕнче ирттернĕ. Района çĕнĕрен йĕркелесен район хаçачĕ 1966 çулхи майăн 1-мĕшĕнче "Ял пурнăçĕ" ятпа тухма пуçланă. Райхаçат редакцийĕпе типографие шкул çывăхĕнчи çĕнĕ çурта вырнаçтарнă. Унтанпа райхаçат редакцийĕнче Н. Иванов — виçĕ çула яхăн, Л. Николаев çирĕм çул ытларах редакторта тимленĕ. Леонид Николаевич медальсене, "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕç пулнă. Редакципе типографи каярах райцентрти Ленин урамĕнчи 22-мĕш çурта куçнă. Виçĕм çул вăл çурта пăсрĕç, пасар лапамĕ турĕç. 1991 çулхи январьтен райхаçат редакцийĕ рай-центрти административлă çуртăн 3-мĕш хутне КПСС райкомĕн пулнă 6 пỹлĕмне куçса ĕçлерĕ. Анчах райадминистраци штачĕ пысăкланнипе пỹлĕмсене хăварма тиврĕ. Каялла типографи çуртне куçрăмăр. 1990 çулхи сентябрĕн 11-мĕшренпе райхаçата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ята илнĕ И. Прокопьев редакцилерĕ. Иван Афанасьевич 2014 çулхи июлĕн 15-мĕшĕччен тăрăшрĕ, чĕрĕк ĕмĕре яхăн çак çăмăл мар лава туртса пычĕ. Каярах тĕп редакторта Н. Козлова, М. Евграфова ĕçлерĕç. Район хаçачĕ чи пысăк тиражпа — 5217 экземплярпа 1989 çулта тухса тăнă. Каярахпа, рынок условийĕсенче унăн хакĕ ỹснĕ тапхăрта, тиражĕ пĕчĕкленнĕ. Паян район хаçачĕ 1380 экземплярпа вулакан патне çитет. Çак тапхăрта хаçат редакцийĕн ячĕ те улшăнса тăчĕ. Вăл "Красноармейски издательство çурчĕ" республика патшалăх унитарлă предприятийĕ, ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Красноармейски районĕн "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕ" хăй тытăмлăх автономи учрежденийĕ пулчĕ. Редакци, укçа ытларах ĕçлесе илес тĕллевпе, хăй вăхăтĕнче кĕнеке кăлармашкăн лицензи те илнĕ, чылай кĕнеке кăларнă. 1969 çулта типографине редакцирен уйăрнă. Ăна пĕр тапхăр Яманак çынни Н. Львов ертсе пынă. Типо-графире тăрăшса вун-вун ĕçчен хăйĕн телейне тупнă. Унтан икĕ çул хушши Красноармейски типографине Васнарта çуралса ỹснĕ В. Петров ертсе пынă. 1973 - 1991 çулсенче район полиграфисчĕсем Çĕрпỹ типографийĕн йышĕнче (филиал) вăй хунă. 1991 çулхи февральте предприяти каллех хăйĕн малтанхи статусне илнĕ. 1998 çулхи августăн 7-мĕшĕччен В. Петров тăрăшнă. 1999 çулта ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнă-вĕпе "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕпе Красноармейски типографийĕ "Красноармейски издательство çурчĕ" РПУПа пĕрлешнĕ. Çак тапхăрта редакципе типографи йышĕсенче чылай улшăну пулнă, хаçат тематикипе содержанийĕ туллин те пуян çырăннă. 10 ытла редактор улшăннă. И. Хатаевский, А. Маркова, Л. Семенов, Л. Николаев, И. Прокопьев редакторсем уйрăмах нумай çул хушши вăй хунă. 85 çул утса тухнă хаçатăн страницисене тишкерер-ха. Район хаçачĕ кун-çул уттинчен вуçех те юлман. Унăн страницисенче эпир совет халăхĕ парти ертсе пынипе социализм çул-йĕрĕпе малалла аталаннă, ирсĕр нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă, юхăннă хуçалăха ура çине тăратнă тапхăрсене куратпăр. Хаçат районăн нумай енлĕ пурнăçне анлăн çутатса тăнă, унăн хăйне майлă тĕкĕрĕ пулнă, паян кунчченех ку тивĕçе май килнĕ таран туллин пурнăçласа пыма тăрăшать. Калăпăшĕ пысăках мар пулин те, вулакансен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшаççĕ хаçатра, паянхи пурнăç таппине туллин çутатма тимлеççĕ. Хаçат сăн-сăпачĕ кунта вăй хуракансенчен, редакципе тачă çыхăну тытакан общество корреспонденчĕсенчен те нумай килет. Паян редакцире туслă йыш çирĕпленнĕ. "Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă" текен каларăш пур чăвашсен. Çакна шăпах хальхи райхаçат йышĕ пирки каланăнах туйăнать. Вĕри чĕреллĕ, мал ĕмĕтлĕ, çамрăк чунлă ĕçченсем вăй хураççĕ кунта. Акă, редакцире Г. Михайловăпа А. Николаева пĕр улшăнмасăр 30-25 çул тăрăшаççĕ, компьютера алăри пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пекех пĕлеççĕ. М. Романова кăларăмсемшĕн яваплă редактор та хаçата пĕр йăнăшсăр кăларас тесе хастарлăх кăтартать. Т. Филиппова журналистăн та пултарулăхĕ кунран-кун ỹссе пырать. Хаçата нумай енлĕ, тулли содержаниллĕ кăларса тăма унăн общество корреспонденчĕсем чунне парса тăрăшаççĕ. А. Николаев (Туçи Чуракасси), Г. Ефимов-Тусли (Пайсупин), И. Матвеев (Анат Кушар), Г. Егорова (Кỹлхĕрри), Л. Соловьев (Çĕньял Шетмĕ), Г. Гурьев (Çĕнĕ Выççăлккă), В. Викторов (Ванюшкасси), Т. Викторова (Яманак), Ю. Дубров, Н. Семенов-Çемен Эреш (Кĕçĕн Шетмĕ), К. Шачкин (Именкасси), Н. Ершов (Янкас), А. Тимофеева (Йỹçкасси), О. Димитриев (Алманч), И. Прокопьев-Чураль, Т. Борисова, В. Данилов-Тавкил, Виталийпе Зинаида Михайловсем, Г. Дубров-Кăмакал Куркки, В. Васильев, Г. Сергеев, В. Рудникова, А. Борисов, В. Константинов-Улăхсем, В. Серафимов (Красноармейски), Г. Яковлева-Çуткỹл (Кушкă), В. Тихонова (районти историпе краеведени халăх музейĕ), Г. Макарова (Шупашкар), спорт тренерĕсем — Владимирпа Алексей Григорьевсем, Л. Артемьев, А. Тимофеев, П. Яковлев, А. Сидоров, В. Моисеев тата ыттисем хаçатпа нумай çул хушши тачă çыхăну тытаççĕ, вырăнти хыпарсене редакцие вăхăтра çитерсе параççĕ, хаçат ĕçне лайăхлатас, пурнăçри çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе нумай ырă сĕнỹ-канаш параççĕ. Пултарулăх сĕткенĕпе чĕрĕлсе чун ăшшине халăха, вулакансене парнелеме ăс-хакăл, вăй-хал çитсе пытăр, тус-тăванăмăрсем! Çĕннине çĕнсе илме, киввине кая хăварма телей, ăнăçу, ырă-кăмăл-сипет пултăр сире. 85 çул хушшинче тăван хаçатăмăр чăваш журналистикипе литератури валли чылай хаçатçă, çыравçă çи-тĕнтерсе панă. Л. Алексеев, О. Алексеев-Ăсан Уçăпĕ, В. Антонова, Ю. Степанов_Листопад, Р. Власова "Хыпар" хаçат таран ỹсрĕç. Н. Григорьев (Пшонкă) ЧР информаципе пичет министрĕн çумĕнче тăрăшрĕ, А. Яковлев (Çĕньял Упи) "Дорис" АОн нумай тиражлă хаçат редакторĕнче тимлерĕ. Ю. Петров-Вирьял, В. Харитонов, Г. Юмарт, Н. Карай, Б. Романов, И. Егоров, П. Эйзин, В. Самойлов, П. Андреев тата ыттисем тăван хаçат редакцийĕнче ĕçлесе тата хаçатпа тачă çыхăну тытса ырă ят-сум çĕнсе илчĕç. Ю. Семенов-Сементер вара чăваш халăх поэчĕ пулса тăчĕ. Шел, вĕсенчен хăшĕ-пĕри пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Л. Антонов, Шетмĕ Михали, Н. Ершов-Янкер, В. Рудникова сăвăçсене, И. Степанов, Ю. Шепилов, Н. Филимонов, М. Ильин хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсене тата ыттисене те творчество çулне "Ял пурнăçĕ" хаçат уçса панă тесен те йăнăш мар пулĕ. Райхаçатра çавăн пекех Н. Курцов (Элĕк), А. Степанов (Елчĕк), А. Петров (Муркаш), В. Максимов (Шупашкар), Г. Игнатьев (Канаш), Г. Кузнецов (Йĕпреç), А. Толмасов, В. Москвин (Вăрнар районĕ) журналистсем ĕçленĕ. Райхаçатăн фотокорреспонденчĕсем пулса Н. Львов (Яманак), К. Еремеев, В. Волков (Красноармейски), Ю. Прохоров (Вăрманкас Алманч), В. Пименов (Анаткас), В. Сергеев, А. Алексеев (Вăрнар районĕ), В. Егоров (Кайри Карăк), А. Лукин (Анат Кушар) тăрăшнă. Çак паллă кун редакцире вуншар çул хушши хастар ĕçленĕ тата паян тăрăшакан журналистсене, хаçатпа туслă çыхăну тытакансене, районти типографире ĕçленĕ хастарсене, хаçата халăх хушшинче саракансене уйрăмах ăшшăн тав тăвас килет манăн. Иртсе кайнă тапхăрта — 85 çул хушшинче хаçат кулленхи пурнăçа анлăн та тарăннăн çутатса тăчĕ, Трак тăрăхĕнчи пултаруллă пин-пин çыннăн шăпине туллин уçса кăтартрĕ, йывăрлăхсене çĕнтерсе шав малалла ăнтăлма хавхалантарчĕ. Район хыпарçи яланах самана таппипе тан утрĕ, малашне те утĕ. Çыракансен тăрăшулăхне пула районти тата республикăри хыпарсем вулакан патне вăхăтра çитеççĕ. Актуаллă, çивĕч информацисем хаçатра яланах тĕп вырăнта. "Ял пурнăçĕ" ỹлĕмрен те вулаканшăн ырă сĕнỹсемпе канашсем паракан шанчăклă тус-юлташ пуласса эпĕ пачах та иккĕленместĕп. Ю. Борисов.