АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен районта “Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” акци пуçланнă

06 марта 2020 г.

Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли хăнăхăва йĕркелес тĕллевпе районта "Вĕренĕве аталантарас" муниципаллă программăн "Çамрăксем" çумпрограммăна пурнăçлас тесе "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акци ирттерме палăртнă. Вăл мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен пурнăçланса пырĕ. Акцие спорт, сывлăх сыхлавĕ, вĕренỹ, культура, социаллă хỹтлĕх учрежденийĕсем, профилактика тытăмĕн мĕн пур службисем хутшăнĕç. Асăннă учрежденисенче 14-30 çулсенчи çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас енĕпе комплекслă профилактика мероприятийĕсем, тематикăлла фестивальсемпе конкурссем, илемлĕ куравсем, ток-шоу, видеолекцисемпе факультативсем, спорт ăмăртăвĕсем, ашшĕ-амăшĕсен лекторийĕ, творчество коллективĕсен пултарулăхĕсем йĕркелĕç. Пĕтĕм мероприятие сывă çыннăн ырă та лайăх сăн-сăпатне тăвассипе çыхăнтарĕç. Çамрăк çынсене тата халăха социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсен ыйтăвĕсене информацилеме, специалистсен консультацийĕсене илме, тестировани, листовкăсем, буклетсем, плакатсем валеçме (вĕрентỹ пайĕн диагностикăпа консультаци центрĕ, Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн министерствин "БСМП" БУн "Красноармейская ЦРБ" филиалĕ, вĕренỹ организацийĕсемпе тĕслĕх библиотекисем), информаципе пропаганда лапамне йĕркелеме палăртнă. Çак площадкăсене туса хурасси социаллă çул-йĕр чирĕсемпе тĕл пулнă район халăхне хăйсене тата вĕсен çывăх çыннисене пулăшма пултаракан учрежденисемпе организацисем çинчен информаци илме май парать. Ирттерекен пĕтĕм мероприятие район администрацийĕпе вĕрентỹ пайĕн тематикăлла баннерĕнче, вĕренỹ организацийĕсен, культура тата хушма пĕлỹ паракан учрежденисен, ял тăрă-хĕсен сайчĕсенче, çавăн пекех районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра çутатса парĕç. Т. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика