АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаклă тус-юлташ вырăнĕнчех

06 марта 2020 г.

Чылайранпа çырăнса илетĕп районти “Ял пурнăçĕ” хаçата. Эрнере икĕ хутчен килсе тăракан район хыпарçине хаклă тус-юлташ вырăннех хуратăп. Вăл тухнă кун ăна ял почтальонки почта ещĕкне ярса хăварасса кĕтетĕп, тăтăшах чỹречерен тинкеретĕп. “Ял пурнăçĕ” — район пурнăçĕн тĕкĕрĕ. Вăл пире 85 çул хушши Раççейĕн, Чăваш Енĕн, районăн пурнăçĕпе туллин паллаштарса тăрать. Эпир пурнăçри ырă улшăнусене, çитĕнỹсемпе çитменлĕхсене (ун пеккисем те пулкалаççĕ) пĕтĕмпех хамăр юратнă хаçат урлă пĕлме тăрăшатпăр. Нумай чухне юнашар пурăннă е пĕрле ỹссе çитĕннĕ тус-юлташ çинчен те хаçат урлă халиччен пĕлменннине вуласа пĕлетпĕр. Манăçа тухнă самант-сене те “Ял пурнăçĕ” хаçатах аса илтерсе тăрать. ...Акă, райхаçатăн черетлĕ номерĕ çитрĕ. Ăна Маринка почтальонка, эпир ăна çапларах чĕнетпĕр, почта ещĕкне хурса хăварчĕ. Эпĕ çĕнĕлĕхсемпе паллашас тĕллевпе хĕр-упраç куçран çухаличченех, ăна пỹрте илсе кĕричченех уçă сывлăшрах уçа-уçа пăхатăп. Паянхи номерте ман кăмăла каякан “Литературăпа искусство страници” те пур иккен. Пушă вăхăт çитерсе асăннă кăларăмри кашни йĕркене вуласа тухма пикенетĕп, вырăнти композиторсен юррисемпе, сăвăçсен хайлавĕсемпе паллашса кăмăла çĕклетĕп. Кунта тăтăшах Николай Ершов, Георгий Ефимов-Тусли, Олег Хапăс, Галина Çуткỹл, Лев Григорьев, Галина Яковлева, Валентина Рудникова сăввисем кун çути кураççĕ. Райхаçатра Валентина Васильевна пултарулăхĕпе тăтăшах паллашса тăратăп. Пĕр енчисем эпир, Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче кун çути курнă. Ункă шывĕпе киленсе ỹснĕ. В. Рудниковăн "Ан çухалччĕ, тăван ял" сăвăри йĕркесем куç умне тухаççĕ.

Пуш пỹртсем хушшипе эп утатăп,

Кăмăл хуçăк, пуçра — çил-тăман.

Сак тулли ача-пăча, астăватăп

Урамра вăй вылянă тахçан.

Çак тăватă йĕркене вулатăн та шухăша кайса ларатăн. Пĕр калав çырма та пулать пек туйăнать. Вулакан валли шухăша яракан сăмахсем çырас кăмăл çуралать. Тăван ялăм, Çĕнĕ Выççăлккă, пĕчĕк ял кăна. Епле илемлĕ вырăнта, Ункă шывĕ хĕрринче ларать вăл. Йĕри-тавра улăх-çаран. Ĕлĕкхи вăхăт куç умне тухать. Ут çи пырать. Ватти-вĕтти, 50-60 çын таранах, симĕс утă пухнă çĕрте тимлет, çыннисем шурă акăшсем пек курăнаççĕ. Кăшт канма ларсанах Ункă шывĕ хĕрринче ача-пăча çуйхашма тытăнать. Пурнăçĕ ун чухне çăмăлах пулман пулин те, савăнма пĕлнĕ эпир. Иртнĕ ĕмĕрĕн варринче футбол-волейбол мечĕкĕн сасси паян кун та хăлхарах. Унтанпа пурнăç чылай ырă енне улшăнчĕ. Паян урам тăрăх утса тухар-ха. Ĕлĕкхипе танлаштарсан çынсен пỹрт-çурчĕ мĕне тăрать. Пĕринчен тепри хитре. Каçсерен урамĕсенче çап-çутă. Паян пур çĕрте те демографи ыйтăвĕ канăçсăрлантарать. Эпир ỹснĕ тапхăрта кашни килтех 4-5 ача çитĕннĕ. 8-10 ачаллă çемьесем те пулнă. Паян вара Çĕнĕ Выççăлккăран Чатукасси шкулне çỹрекен ача та сахал. Çапах та пусăрăнчăк кăмăлпа пурăнар мар. В. Рудникова калашле: Ĕç çинче юрă-кĕвĕ шăрантăр, Яш-хĕр тухтăр вăййа купăспа. Уй-хирте тырă-пулă хумхантăр, Саламлатăр пире çĕн кунпа. Кăçал — пысăк уявсен çулталăкĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа — 75, Трак районне йĕркеленĕренпе — 85, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитет. Апла пулсан пирĕн, çыравçăсен, çырмалли сахал мар. Умра вара тепĕр праçник — Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çывхарса çитет. Эпĕ хаклă аннесене, аппасемпе йăмăксене ăшшăн саламлатăп, çĕр çинче мĕн пур ыррине сунатăп. В. Рудниковăн вара çак кунсенче иккĕлле уяв. Мартăн 8-мĕшĕнче вăл черетлĕ çуралнă кунне паллă тăвать. Эпĕ ăна хам енчен çак йĕркесене сĕнесшĕн:

Эх! Валюша-Валентина!

Мĕн калас-ха ман сана.

Эс те чупнă улăхра,

Эп те чупнă çавăнтах.

Вăхăт иртрĕ, сисĕнмерĕ,

Пĕрле иртрĕç çав кунсем.

Пурăнар-ха, савăнар-ха,

Сывлăх пултăрччĕ чунра.

Г. Гурьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика