АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕçре тупнă телей

06 марта 2020 г.

Юратнă ĕçре тупнă телей

Çапла, учитель — кашни çыншăн пурнăçра асра юлакан çутă сăнар, ĕмĕр манăçми хаклă çын. Вăл ачасемшĕн яланах тăрăшакан, пулăшакан, уçă кăмăллă та ырă чун-чĕреллĕ вĕрентекен. Çакăн пек пултаруллă та талантлă педагог — Лилия Евстафьевна Андреева — паянхи кун Трак вăтам шкулĕнче пуçламăш класс ачисене вĕрентет. Вăл хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Л.Е. Андреева хамăрпа кỹршĕллĕ Çĕрпỹ районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнчи Евстафий Федоровичпа Анастасия Артемьевна кил-йышĕнче çуралса ỹснĕ. Ашшĕпе амăшĕ 4 ывăлпа 2 хĕрне тивĕçлĕ воспитани парса ура çине çирĕп тăратнă. Халĕ ĕнтĕ ачисем пурте çемьеллĕ, хăйсем килĕштернĕ ĕçĕсенче вăй хураççĕ. Лилия 1977—1980 çулсенче Çĕрпỹ районĕнчи Тивĕшри пуçламăш шкулта пĕлỹ пухать. Пĕрремĕш вĕрентекенне — Николай Никитич Никитина — паянхи кун та ăшă кăмăлпа аса илет. Хĕр ача вĕрентекенĕн кашни сăмахне тимлĕн итлесе ăша хывнă, киле панă ĕçсене яланах тăрăшса пурнăçланă. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ çулсенчех Лилия учитель профессине килĕштернĕ. Юратнă вăйăсем хушшинче “учительле вылясси” тĕп вырăнта пулнă: час-часах шăллĕсемпе йăмăкне юмахсемпе интереслĕ калавсем вуласа савăнтарнă, тĕрлĕрен тупсăмсемпе тĕлĕнтер-нĕ. Ỹсерехпе вара диктантсем çыртарма, задачăсем шутлаттарма кăмăлланă. Хĕр ача пуçламăш класран вĕренсе тухсан хамăр районти Именкасси шкулĕнче 1980—1987 çулсенче вĕренет. Алгебра, геометри, физика, биологи предмечĕсене уйрăмах килĕштерсе ăс пухать. Пултаруллă та талантлă, хăйсен ĕçне аван пĕлекен педагогсене М.П. Федоровăна, М.Р. Рязано-вăна, В.А. Семенова, А.А. Скрипкина пĕлỹ çулĕпе çирĕппĕн утма май туса панăшăн тав тăвать. Вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă Лилия Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) пуçламăш классен факультетне экзаменсене ăнăçлă тытса вĕренме кĕрет. Аслă вĕренỹ заведенийĕнче те хĕр тăрăшса вĕренет: занятисене пĕр сиктермесĕр çỹрет, тăтăшах библиотекăсемпе вулав залĕсенче пĕлĕвне тарăнлатать. Паян Лилия Евстафьевна институтра лайăх вĕрентнĕшĕн З.М. Беляева, Л.П. Сергеева тата ытти ăсчахсене те ырăпа аса илет. Институт çулĕсем сисĕнмесĕрех хыçа юлнă. 1991 çулта аслă пĕлỹ илни çинчен диплома алла илет. Çамрăк специалиста хамăр районти Именкассинчи вăтам шкула пуçламăш классенче вĕрентекен пулса ĕçлеме яраççĕ. Кунти педагогсен коллективĕ (шкул директорĕ — В.В. Ильин), ачасем Лилия Евстафьевнăна ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Анлă тавра курăмлă çамрăк учитель педагогика ĕçĕнче тăрăшса ĕçлеме тытăнать. Унтанпа ĕнтĕ чылай вăхăт иртрĕ. Л.Е. Андреева учительте ĕçлеме пуçлани 29 çул çитет. Хастар педагог çак хушăра мĕн чухлĕ ачана хитре çырма, илемлĕ вулама, тĕрĕс çулпа утма, пĕр-пĕрне хисеплеме, ырăпа усала уйăрма вĕрентмен-ши. Лилия Евстафьевна хăйĕн ĕçĕнче тĕрлĕрен методика пособийĕсемпе, вĕрентỹри çĕнĕ технологисемпе усă курса ачасене тулли пĕлỹ пама тăрăшать. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕрен тупăшусенче активлăхпа, лайăх кăтартăвĕсемпе савăнтараççĕ. Л.Е. Андреевăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ кĕтессене саланнă пулин те юратнă пĕрремĕш вĕрентекенне манмаççĕ, праçниксенче ăшă салам сăмахĕсем ярса хавхалантараççĕ. Çакă мар-и-ха учителĕн чăн-чăн телейĕ. 1991 çулта Чăрăшкасси хĕрĕпе Крентейкасси каччи çемье çавăрнă. Андреевсем хăтлă та илемлĕ кил-çурт çавăрса пĕр-пĕрне хисеплесе тату пурăнаççĕ. Сергей Юрьевич чылай çул хушши водитель пулса ĕçленĕ, юлашки вăхăтра районти “Кетра” кирпĕч заводĕнче вăй хурать. Вĕсем 3 ача çуратса çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. Аслисем Анастасийăпа Ирина, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, аслă пĕлỹллĕ. Настя çемьеллĕ, мăшăрĕпе Мускав хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Кĕçĕнни, Ульяна, Трак шкулĕнче 9 класра пĕлỹ пухать. Туслă çемье, савнă мăшăр, хаклă атте-анне, ытарайми ачисем, шанчăклă та ырă тăванĕсем, хисеплĕ ят-сум, юратнă ĕç — чăн телей. Чун юратнă ĕçре савăнăçне тупнă пултаруллă педагог çак кунсенче хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Чаплă уяв ячĕпе эпир Лилия Евстафьевнăна пур кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, ăраскаллă пурнăç, ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунатпăр.

В. Тихонова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика