АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кооператор — çулталăкри чи лайăх ертỹçĕ

06 марта 2020 г.

Кооператор — çулталăкри чи лайăх ертỹçĕ

Е. Сидорова — Чăвашпотребсоюзăн Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕн директорĕ Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ йĕркеленĕ “Женщина — лидер 2020” республикăри конкурсра çĕнтернĕ. Елена Юрьевна “Женщина — лучший руководитель года” номинацире II степеньлĕ лауреат пулса тăнă. Республика шайĕнче ирттернĕ конкурс лауреачĕсемпе çĕнтерỹçисем Чăваш Республикин мĕн пур районĕсемпе хулисенчен пулнă. 35 хĕрарăм “Лучший молодой руководитель”, “Женщина — лучший руководитель года”, “Сельская женщина — предприниматель”, “Семейное дело” номинацисен Дипломĕсене тивĕçнĕ. Конкурсанткăсене Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ А. Федорова тата Чăваш Республикин “Чăваш Енри ашшĕсен совечĕ”обществăлла организацийĕн председателĕ А. Мурыгин саламланă, тивĕçлĕ наградăсем панă. Вĕсем залра ларакансене çурхи уяв ячĕпе саламланă, хĕрарăмсем кăна ĕçри тата çемьери лару-тăрăва ăшшăн йĕркелеме пултарнине, ачисене пăхас тата кил-çуртри кулленхи ĕçсене хăйсем çине илме, тăван тĕпренчĕкĕсемшĕн тĕслĕх пулма пултарнине палăртнă. Регионти “Женщины бизнеса” уйрăмĕн председателĕ М. Аниченкова Е. Сидоровăна республикăри “Бизнес-тренды-2020: от идеи до прибыли” предпринимательсен форумне ирттерес ĕçре хастар хутшăннăшăн Тав хучĕ панă. Елена Юрьевна ертсе пыракан Красноармейски райповĕн çăкăр комбиначĕ 140 ытла тĕрлĕ çăкăр-кулач тата кондитер изделийĕ кăларать. Вĕсенчен чи палли — “Витязь” çăкăр. 2019 çулта асăннă продукци “Лучший хлеб России-2019” Пĕтĕм Раççейри X конкурсра Кубок тата I степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ, çавăн пекех ăна Центросоюзăн пахалăх Кубокне те панă.

***

Чăвашпотребсоюз канашĕн постановленийĕпе Республика шайĕнче ирттернĕ “Магазин — лидер заготовок Чувашпотребсоюза” конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем паллă пулнă. 2019 çулхи кăтартусем тăрăх, Красноармейскинчи Шупуç ялĕн лавкки 3-мĕш вырăн йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика