АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕмпĕр тăрăхĕн чăвашĕ

03 марта 2020 г.

Чĕмпĕр тăрăхĕн чăвашĕ

 Хăналăхра çеç пурăнатпăр эпир ку пурнăçра. Паян пур та ыран... Çавах та кун-çул урапине çавăрттарнă май хыçа юлакан хăш-пĕр самантсене аса илмесĕр пурăнаймастăпах. Уйрăмах Вăрнарта Иван Терентьевич Хатаевский мăшăрĕпе çума-çумăн ларса сăмах тĕшшине сỹтнĕ самантсем асрах...Кам-ха мăшăрĕ чи малтанхи редакторăн? Çĕрпỹ тăрăхĕн хĕр-упраçĕ Екатерина Григорьевна Хатаевская. Катя трактористка иккен. 1993 çулхи çу уйăхĕн пĕр номерĕнче райхаçатра "Катя трактористка" очерк çапăнса тухнăччĕ манăн. Чăнах та, иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсем çине-çинех канăçсăр çаврăнса килчĕç маншăн. Уйрăмах район хаçачĕн сумлă юбилейĕсем умĕн ларса та канман, пĕр вĕçĕм çула тухнă. Кỹршĕллĕ Вăрнар тăрăхĕ вара хаçатçăсемпе уйрăлми çыхăнтарнă, редактортан тытăнса литература сотрудникĕсем таранах... Сăмахран, Иван Хатаевский, Николай Орлов, Анатолий Степанов (Тускил), Степан Владимиров (Талхир) тата темиçе хушамат çав йышра манăçми. Иван Терентьевичăн кун-çулĕ тавра мана ытларах унăн юратнă мăшăрĕ Е. Хатаевская аса илнĕ самантсем асрах-ха. Тĕрĕссипе,1993 çулхи шерпет хĕвел сапакан çу уйăхĕн варринче, Вăрнарăн Первомайскипе Ашмарин урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта вырнаçнă йывăç кил-çуртра чылайччен сăмахларăмăр пĕрле. — Иван 1915 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи Пухтель районĕнчи Каша (Кайсарово) ялĕнче çуралнă. Çирĕме кăна пуснăччĕ-ха вăл Трак районне килнĕ чухне. Яштака пỹ-силлĕ, кăвак куçлă, сарлака хул-çурăмлă каччăччĕ. Пур-çăн çиппи пек сарă çỹçсен пайăркисене хыçалалла тураса якататчĕ. Питĕ вашават çын пулнă çав Иван. Кашни çынпа чун-чĕре ăшшине тупма, пулăшма, хавхалантарма тăрăшатчĕ, — ăш пиллĕн, тарават сăмахсемпе аса илчĕ ун чух Е. Хатаевская мăшăрĕ пирки. — Шел, 1952 çулта ăна пуçласа шалкăм çапрĕ. Унтан тата туберкулез чирĕ аптратма пуçларĕ. Аллă урлă каçсан вар-хырăм чирĕ те канăç памарĕ. Пилĕк-çурăмĕ суратчĕ. Иван Хатаевский хăйĕн хаçатăн уйрăлми, çывăх кун-çулне "Колхозникпа", "Коммунизм çулĕпе" — тус-юлташĕсемпе 1935-1950 çулсемпе çыхăнтарнă. Уйрăмах 1935-1939 çулсенче райхаçат редакторĕн "тилхепине" тытакансем çине-çине улшăнса тăни куç кĕретех: В. Трофимов, В. Моронцов, Н. Семенов, И. Майрин, П. Ефимов тата редактор çумĕ Я. Ястребов. "Коммунизм çулĕпе" хаçатăн 1939 çулхи августăн 15-мĕшĕнчи 78 (465) №-че И. Хатаевский яваплă редактор алă пуснипе çутта тухать. Иван Терентьевич Трак тăрăхне чун-чĕре ăшшипе куç хывнă, çакăнтах çемье тĕвĕленĕ, çакăнтах чи çывăх тус-юлташĕсене тупнă. Екатерина Григорьевнăпа виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă хĕрĕ Зинаида Саратов хулинче пурăнать, Владимир та çемьеллĕ. Кỹкеçре тĕпленнĕ Фердинанд Иванович 15-16 çултанпах сăн ỹкерчĕксемпе аппаланать. Чи çывăх тус-юлташĕсен йышĕнче Красноармейскинче пурăннă Федор Григорьев, Максим Трофимов, Матрена Трофимова, Леонид Алексеев (Раскал), Анатолий Танаевский, Николай Скворцов (Пайсупин), Михаил Юрьев-Нямань, Василий Краснов_Асли, Степан Владимиров (Талхир), Яманакри Иван Анисимов-Патмар, Мария Трофимова (Çĕнĕ Йĕкĕт) ĕçтешĕсене ят-хушаматпах асăнма юрать. М. Ратаева тавра пĕлỹçĕ (Чĕмпĕр хули) И. Хатаевский пирки "Вăл Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă" статьяра ("Хыпар", 2005 ç., авăн 27) акă мĕн çырать: "И. Хатаевский Каша, Элшел шкулĕсенче вĕреннĕ. Каярах Пухтель районĕнчи "Пĕрлешỹллĕ ĕç" хаçатра ĕçлеме пуçланă. Сăвăсем çырнă. Вĕсен айне "Иван Ухти" тесе алă пуснă". Иван Ухти сăвăç район центрĕнчи клубра та час-часах хăйĕн сăввисене вуланă. Ку тĕлĕшпе Леонид Алексеев-Раскалпа тупăшсах ĕçленĕ. Хăй çырнă сăввисенчен юрра хывнă "Аслă кỹлĕн шывĕ тарăн" йĕркесемпе паллаштарасшăн:

Аслă кỹлĕн шывĕ тарăн,

Кайăк хур ишет.

Вăл та мĕскĕн хăй юррине

Хурланса юрлать.

Ман хăрах çунат аманнă,

Ишейместĕп эп.

Хĕл каçиччен шыв хĕрринче

Манăн лармалла...

И. Хатаевский-Ухтин ĕмĕрĕ кĕске килнĕ. 66 çула пусса 1981 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ вăл. Иван Ухтие Вăрнар масарĕ çине пытарнă. Г. Ефимов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика