03 марта 2020 г.
Савăнăçлă уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов уçрĕ, пухăннисене ăшшăн саламларĕ, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Алманчри Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçи А. Григорьева ертсе пынипе чылай илемлĕ юрăсем шăранчĕç, тĕрлĕрен вăйăсем те пулчĕç. Вĕсене ватти-вĕттипех активлă хутшăнчĕ, çĕнтерỹçĕсем сувенирлă пулчĕç. Пухăннисене анчах пĕçернĕ çатма çинчи çуллă икерчĕпе тата вĕри чейпе ваттисен канашĕн çĕнĕ ертỹçи Г. Яковлева хăналасах тăчĕ. Ялти паллă “хусах” каччă Ю. Григорьев шашлăк пĕçерсе çитерчĕ. Шывпуç Чуракасси тăрă-хĕнчи С. Егоров вара хăйĕн илемлетнĕ капăр урхама-хĕпе килсе çитнĕ. Вăл “пĕчĕккисене” урамсем тăрăх çуна çине лартса ярăнтарчĕ, пĕкĕ çинчи йĕс шăнкăрав сасси уяв сăнне илемлетрĕ. Юлашкинчен ача-пăча тата ял çыннсем катемпи патне пухăнчĕç. “Çăварни карчăкĕ! Тутлăхлă пул, чипер кай! Арсене вăй пар, хĕрсене сывлăх пар!” — тесе çаврăнчĕç унăн тавралла. Хĕле ăсатса улăмран тунă катемпие çунтарчĕç. А. Николаев.