03 марта 2020 г.

Кăçалхи хĕл çамрăк хĕрĕн кăмăлĕ евĕрех: сивĕ кунсем пулмарĕç тесен те йăнăш мар пулĕ. Çумăрлă, йĕпе юрлă çанталăк та йăлăхтарса çитерчĕ. Нарăсăн 28-мĕшĕнче кунĕпе, каçхине çумăр лỹшкерĕ. Ир енне кăна кăштах шăнтса юр вĕçсе илчĕ. ... Кăçал Çăварни эрни февралĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 1-мĕшĕччен тăсăлчĕ. Çăварни хĕле ăсатать, çуркуннене кĕтсе илет. Вăл çулпа çул пĕр килмест, аслă типĕ умĕнхи çичĕ куна тивет. Çăварни эрни тăршшĕпех халăх савăнать, хăнана çỹрет. Уявăн тĕп палли — икерчĕ пĕçерсе çини. Çăварни вырсарни кунпа — пĕр-пĕрне каçармалли кунпа вĕçленет. Çав кунах çăварни карчăккине çунтарса яраççĕ, "чир-чĕр пирĕнтен кайтăр", теççĕ. Нарăсăн 29-мĕшĕнче Трак енсем Çăварние ăсатса ячĕç. Çавна май вĕсем райцентрти Çĕнтерỹ паркне пухăнчĕç. Кунта ир-ирех суту-илỹ палаткисем ỹссе ларчĕç. Юрă-кĕвĕ янăрать. Вунă сехет иртсен халăх та уява килме тытăнчĕ. Вĕсем тулли кăмăлпа шашлăк, уяв икерчи, куймак (оладья) , пылак чейпе кофе тутанса пăхма пултарчĕç. Праçник театрализациленĕ сценарипе иртрĕ. Культура ĕçченĕсем култарчĕç, савăнтарчĕç, пĕрле юрра-ташша чĕнчĕç. Уявра Трак енри ял тăрăхĕсем хушшинче "Чи лайăх Çăварни сĕтелĕ" конкурс ирттерчĕç. Вĕсенчен кашниех тематикăпа килĕшсе хăйсене уйăрса панă лаптăка уяв сĕмĕ пама тăрăшрĕ, килте хатĕрлесе килнĕ апат-çимĕç кăларса лартрĕ, халăх уявĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартма пикенчĕ. Уявра район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов ял тăрăхĕсем йĕркеленĕ "Чи лайăх Çăварни сĕтелĕ" конкурс кăтартă-вĕсемпе паллашрĕ, вырăнти ăстасен ĕçĕпе питех те кăмăллă юлчĕ. Александр Николаевич уява килнисене Çăварни уявĕ ячĕпе саламларĕ, кашниех килĕшỹ, юрату, ырăлăх сунчĕ, çуркуннене кĕтсе илнĕ май умра питех те пысăк тĕллевсем тăни çинчен каларĕ, вĕсемпе паллаштарчĕ. Кашни ял тăрăхĕ сцена çине улăхса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Унтан çуна çине лартса Çăварни карчăккине лапама илсе тухрĕç, çунтарса ячĕç, кăвайт тавра тăрса юрларĕç, ташларĕç, ун урлă сиксе каçрĕç, "чир кайтăр", терĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн ертỹçи С. Григорьева "Чи лайăх Çăварни сĕтелĕ" конкурсра палăрнисене чысласа Тав хучĕсем пачĕ. Стадионта вара ача-пăча лаша çуни çинче катаччи чупса савăнчĕ. Ванюшкассинчи А. Терентьевпа Янмурçинти А. Рубцов ятарласа уява хăйсен янаварĕсемпе килнĕ. Трак ене çуркунне пур енлĕн пырса кĕрет. Апла пулсан пире çĕнĕ ĕçсем кĕтеççĕ. С. Самсонов.