АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăксен "столовăйĕ"

28 февраля 2020 г.

 Ку сăмах никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Ăна сахал çын чĕлхинчен илтме пулать. Ара, кама кирлĕ сан кайăкку. Вĕçеççĕ кайăксем кил-çурт тавра. "Вĕçчĕр. Мана мĕн ĕç", — теççĕ те ĕçĕ пĕтнĕ. Шутламаççĕ вĕсем çу кунĕсенче мĕн чухлĕ усă кỹнине. Хĕл. Вĕçен кайăксемшĕн нушаллă вăхăт. Анчах вĕсене çак тапхăрта ниçта та кайма пỹрмен. Миçе ĕмĕр вĕсем пирĕн енче "пропискăра". Йышлă вĕсем. Шутласан пĕр ал пỹрнисем çине хурса пĕтерейместĕн. Шел, палламастпăр çав вĕсене. Никама та чăрмантармаççĕ. Вĕçеççĕ, вĕçчĕр. Питĕ шел. Шухăшласа каятăп та хăш чух ыйхă вĕçсе каять. Хĕл. Çил-тăман. Ман пỹрт умĕнче улмуççипе пилеш йывăççисем лараççĕ. Хĕлле-и, çулла-и — кунта яланах вĕçен кайăк хĕвĕшет. Акă, паян ĕнерхинчен сивĕрех. Сывлăш температури 20 градусран та аяларах. Ман кайăксен "столовăйĕнче" какай шăнарах панăччĕ. Паян та вĕсем вăхăтра вĕçсе çитрĕç. Лараççĕ те пуçлаççĕ шаккама. Унччен пулмарĕ, пĕр кăсăя чỹрече рами çине ларса сăмсипе "шак-шак!" тутарчĕ те ман кантăк витĕр пăхса: "Çимелли шăнса ларчĕ", — терĕ. Вăл çеç мар, ун хыççăн виçĕ кăсăя кантăк рами çине ларса, ман çине пăхса сăмсипе шаккарĕç. — Апла мар-ха, — терĕм те тула тухса кайрăм, сырăша пỹрте илсе кĕтĕм. Макарона вĕтетсе, чỹрече айĕнчи кирпĕч купи çинчи юра сирсе хурса патăм. Епле юратса çиет ку апата хĕл каçма юлнă вĕçен кайăк: чакакĕ, çерçийĕ, ула куракĕ, кăсăйи, пилеш кайăкĕ... "Ман хăнасем" питĕ кăмăллаççĕ ансат апата. Хĕл кунĕсем. Тĕрлĕрен килеççĕ вĕсем. Çулпа çул пĕр пек мар. Уйрăмах вĕçен кайăксемпе туслă пулмалла тесшĕн эпĕ. Çур кун иртрĕ. Пỹртре ăшăннă хыççăн кайăксен апатне тула илсе тухса улмуççи туратĕнчен çакса патăм. Хăш вăхăтра, кам хушнипе шăкăрин вĕçсе килчĕç вĕсем. Тата çил-тăманлă кунсенче епле нушаллă пирĕн "хăнасене". Ун чухне те вĕсем çинчех ман шухăшсем. Пăхăр хĕл кунĕсенче вĕçен кайăксене. Ан ỹркенĕр. Çулла çитсен вĕсем пире пысăк пулăшу кỹреççĕ. К. Шачкин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика