28 февраля 2020 г.

“Вĕренỹ” наци проекчĕ
“Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ вулакансене РФ Президенчĕн Указне пурнăçласси çинчен пĕлтерес тĕл-левпе “Паянхи ял — наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ” социаллă проекта малалла тăсать. Паян хаçат тусĕсене “Вĕренỹ” наци проекчĕн регионта пулса пыракан программисем Красноармейски районĕнче мĕнлерех йĕр-келенсе пынине çу-татса парăпăр. “Образование” наци проекчĕ икĕ тĕп тĕллеве пурнăçлама палăртнă. Пĕрремĕшĕ — Раççей вĕренĕвĕн глобаллă конкурентлăхне тивĕçтересси тата Раççей Федерацийĕ Пĕтĕм тĕн-чери ертсе пыракан 10 çĕршыв шутне пĕтĕмĕшле пĕлỹ пахалăхĕ енĕпе кĕресси. Иккĕмĕшĕ — Раççей Федерацийĕн халăхсен ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипет хаклăхĕсене, историпе халăх культурин йăли-йĕркисене тĕпе хурса аталаннă тата социаллă яваплă çынна пăхса ỹстересси. Наци проекчĕ вĕ-ренỹ тытăмне аталантармалли 4 тĕп çул-йĕре пурнăçлама палăртать: унăн содержанине çĕнетесси, хальхи ин-фратытăма туса хурасси, тивĕçлĕ професси кадрĕсене хатĕрлесси, вĕсен квалификацине ỹстересси, çавăн пекех çак сферăна тытса пымалли чи тухăçлă механизмсене туса хурасси. Красноармейски район администрацийĕ “Вĕренỹ” наци проекчĕн шайĕнче регион проекчĕсене пурнăçламалли ĕç планĕсене çирĕплетнĕ.
1. “Хальхи шкул” (“Современная школа”).
2019 çулта Еншик Чуллă шкулĕн спортзалне тĕпрен юсанă, Трак шкулĕн тăррине витнĕ. Ача сачĕсем те апат пĕçермелли пỹлĕм валли сĕтел-пуканпа, сивĕ тата ăшă тытмалли оборудованисемпе пуянланнă. 2020 çулта çак ĕçсене пăхнă: Пуçламăш классен пỹлĕмĕсенче сĕтел-пукана 100: улăштарасси. Трак шкулне тĕпрен юсасси. Чатукасси шкулĕн спортзалĕнче юсав ĕçĕсем тăвасси. “Колосок” ача садне тĕпрен юсасси.
2. “Кашни ачан ăнăçулăхĕ”. (“Успех каждого ребенка”).
Ачасене хушма пĕлỹ паракан организацисенче ачасемпе хушма занятисем ирттерме укçа-тенкĕ уйăрас ĕçе пурнăçласси. 2019 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак сертификатсемпе 475 ачана (5—18 çулсенчи ачасен пĕтĕмĕшле шучĕн 25%) явăçтарнă. Паянхи куна илес пулсан, 2020 çулхи тĕллевсем патне куçасси пырать — 964 сертификат (5—18 çулсенчи ачасен пĕтĕмĕшле шучĕн 50%) пама планланă.
3. “Пуласлăх билечĕ” (“Билет в будущее”).
2019 çулхи авăн уйăхĕнче Красноармейски шкулĕ 7—11-мĕш классенче професси суйласа илме пулăшакан “Билет в будущее” проекта кĕме пултарнă (кун пирки 2020 çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче “Ял пурнăçĕ” хаçатра тĕплĕнрех паллашма пулать). Акă, 1-мĕш тапхăрта проекта хутшăнакансем онлайн-диагностика витĕр тухнă. Пĕтĕмĕшле тестирование 100 ача хутшăннă. 2-мĕш тапхăрта вĕренекенсем хăйсем суйласа илнĕ профессипе тата тĕплĕнрех паллашма пултарнă. Вĕсем Чăваш Енри 12 техникума кайса курнă. 3-мĕш тапхăрта кашни шкул ачине суйласа илнĕ професси енĕпе килĕшỹллĕн уйрăм вĕренỹ планне хатĕрлеме сĕнỹсем парасси çинче чарăнса тăнă.
4. “Ачаллă çемьесене пулăшу” (“Поддержка семей, имеющих детей”).
Районти вĕрентỹ пайĕ çумĕнче ĕçлекен диагностикăпа консультаци центрĕнче ачаллă çемьесене пулăшу кỹреççĕ. Çăмăллăхсемпе çаксем усă курма пултараççĕ: — ачасен ашшĕ-амăшĕсем (саккунлă представителĕсем); — шкул çулне çитмен тата ача-пăча садне çỹремен ачасен ашшĕ-амăшĕсем; — килти çемьере вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем; — инвалид тата сывлăх енчен хавшак ачасен (малтанах — чи пĕчĕк çулхи ачасен) ашшĕ-амăшĕсем, т.ыт.те. Вĕренỹ пайĕн официаллă сайтĕнче асăннă проектпа баннер та пур: http,ỸỸwwwĕobrazov-krarmĕedu21ĕcapĕruỸ.tçhry&eduidç1202&hryçĕỸ985Ỹ92729Ỹ298795Ỹ330895
5. “Цифрăллă вĕренĕвĕн хутлăхĕ” (“Цифровая образовательная среда”).
Красноармейски тата Трак шкулĕсенче цифра тата гуманитари профилĕсен “Точка роста” вĕренỹ центрĕ уçăлнă. Асăннă центрсем “Образование” наци проектне кĕрекен “Современная школа” федераци проекчĕ шайĕнче йĕркеленнĕ. Проект ялсенче тата пĕчĕк хуласенче вĕренекен ачасенче хальхи технологи тата гуманитари ăслăлăхĕсене йĕркелеме палăртнă. Центр тĕллевĕсем — шкул ачисене валли “Технологи”, “Математика тата информатика”, “Физкультура тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ” предметсен енĕпе пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп программăсенче çĕнетнĕ пурлăхпа техника базине йĕркелесе пани; çавăн пекех шкулта вĕренекенсене урок тулашĕнче цифра, çут çанталăк ăслăлăхĕ, техника тата гуманитари профилĕсен хушма пĕлỹ программисемпе (çав шутра дистанци формисемпе тата сетьри партнерлăхпа усă курса) тивĕçтересси. Паян центрсенче информатикăпа, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕпе, шахматсемпе тата технологипе занятисем малалла пыраççĕ. Информатика урокĕсенче ачасем ятарлă программа çыраççĕ, алгоритмсем тата Microsoft Office тĕпчеççĕ, онлайн-тестировани ирттереççĕ. Урок тулашĕнче вĕренекенсем “Сетевичок” квестра, “Урок цифры” мероприятисенче, проектсем хатĕрлессипе хутшăнаççĕ. “Цифрăллă вĕренĕвĕн хутлăхĕ” проекта Красноармейски районĕнчи çывăхри ялсенчи шкулсенче вĕренекен ачасене те явăçтараççĕ. Каникул вăхăтĕнче, çав шутра шкул çумĕнчи лагерьсенче те, “Точка роста” проект тăрăх “Шахматы” тата “Шашки” физкультурăпа спорт çул-йĕрĕн пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан программисене ирттерме палăртнă. “Точка роста” центрĕнче ĕçлекен педагогсем квалификаци ỹстерме тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. 2019 çулта районти 5 вĕренỹ учрежденийĕ (Трак, Красноармейски, Упи, Кĕçĕн Шетмĕ, Алманч) “Робототехника” занятисене ирттерме ятарлă хатĕрсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех Красноармейскинчи мĕн пур шкулсене компьютер техникипе пуянлатнă.
6. “Кашни валли çĕнĕ майсем” (“Новые возможности для каждого”).
2019 çулта вĕренỹ организацийĕсенче ĕçлекен 9 хуралçă ятарлă вĕренỹ витĕр тухнă тата 5 библиотекарь “Компьютер графикипе веб-дизайн” программипе пĕлỹ илнĕ.
7. “Социаллă активлăх” (“Социальная активность”).
Çамрăксене социаллă практикăна явăçтарас енĕпе тытăмлăн ĕçлени тĕрлĕ енпе пулăшакан волонтерсен йышне ỹстерме май пачĕ. “Добровольцы России.рф” сайтра 130 доброволец 34 мероприятие хутшăнни пирки палăртнă. Кунсăр пуçне пĕр çын “Оценка эффективности добровольческой (волонтерской) деятельности” темăпа ирттернĕ вĕренĕве хутшăннă.
8. “Малашлăх учителĕ” (“Учитель будущего”).
Педагогсене пĕр вĕçĕмсĕр вĕрентесси — муниципаллă методика службин çивĕч тĕллевĕсенчен пĕри. Красноармейски районĕнче педагогика ĕçченĕсен квалификацине Чăваш Республикин вĕрентỹ институтĕнче ỹстермелли, çавăн пекех методика тата ытти семинарсемпе конференцисене ирттермелли тытăм йĕркеленнĕ. 2019—2020 вĕренỹ çулĕнче районти шкулсен учителĕсен квалификаци ỹстермелли курссене каймаллине палăртнă. Чăваш Республикин Вĕрентỹ институчĕн ĕç планĕпе килĕшỹллĕн, семинарсене тата наукăпа практика конференцийĕсене 48 педагогика ĕçченĕсем тата ертỹçĕсем кайнă.