28 февраля 2020 г.

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çĕрпỹ хулинче Красноармейски районĕнчи шкул ачисен хушшинче шывра ишес енĕпе XXII Спартакиада иртнĕ. Унта харпăр хăй мала тухассишĕн районти 10 вĕренỹ учрежденинчен 16 хĕрпе 21 каччă хутшăннă. 4х50 метр эстафетăра Красноармейскинчи вăтам шкулсен 5 команди, тĕп шкулсен 3 команди тупăшнă. Хутăш эстафетăри çĕнтерỹçĕсемпе призерсем: 2005 ç.ç. тата çамрăкраххисем: 1 вырăн — Алина Белова (Трак шкулĕ) 2 вырăн — Софья Лаврентьева (Трак шкулĕ) 3 вырăн — Виолетта Филиппова (Алманч шкулĕ) 2002—2004 ç.ç. хĕрсем: 1 вырăн — Нелли Буранбаева (Красноармейски шкулĕ) 2 вырăн — Даниэла Любимова (Красноармейски шкулĕ) 3 вырăн — Ольга Митрофанова (Мăн Шетмĕ шкулĕ) 2005 ç.ç. каччăсем тата çамрăкраххисем: 1 вырăн — Михаил Сироткин (Чатукасси шкулĕ) 2 вырăн — Вячеслав Кондратьев (Упи шкулĕ) 3 вырăн — Никита Семенов (Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ) 2001—2004 ç.ç. каччăсем: 1 вырăн — Александр Герасимов (Мăн Шетмĕ шкулĕ) 2 вырăн — Яков Петров (Мăн Шетмĕ шкулĕ) 3 вырăн — Денис Васильев (Красноармейски шкулĕ). Хутăш эстафетăра Кĕçĕн Шетмĕ, Чатукасси, Карай (1, 2, 3 вырăнсем), Красноармейски, Трак, Мăн Шетмĕ (1, 2, 3 вырăнсем) шкулĕсем çĕнтернĕ. Командăсем хушшинче мала тухнисем çаксем пулчĕç: Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ 1 вырăн йышăннă, Чатукасси шкулĕ — 2, Карай шкулĕ 3 вырăна тухнă. Вăтам пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсем хушшинче Трак, Мăн Шетмĕ, Красноармейски, Алманч, Упи, Пикшик, Еншик Чуллă шкулĕсем лайăх кăтартусем панă.