28 февраля 2020 г.
Нумаях пулмасть Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа Канаш районĕнчи Хучел ял тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ XV “Хучел йĕлтĕр йĕрĕ — 2020” иртнĕ. Мероприятие йĕлтĕр ăмăртăвĕсене сарас, спорт ăсталăхне ỹстерес, вăйлă спортсменсене тупса палăртас, физкультурăпа спорта ял çыннисем хушшинче аталантарас, патриотла воспитани парас тĕллевпе ирттернĕ. Ăмăртăва Чăваш Республикинчен тата Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенчен (Мари Эл, Татарстан, Мордови) 215 ача тата 120 ветеран килсе çитнĕ. Трак тăрăхĕнчен хăйсен ушкăнĕсенче Игорь Павлов (Красноармейски) йĕлтĕрпе 10 км чупса 2 вырăн йышăннă, Сергей Иванов (Карай шкулĕ) — 2 вырăна, Юрий Федоров 5 км чупса 3 вырăна тухнă. Çĕнтерỹçĕсене Грамотăсемпе чысланă, медальсем панă.