АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Красноармейски районĕнче анлă канашлу иртнĕ

28 февраля 2020 г.

Красноармейски районĕнче анлă канашлу иртнĕ

 Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче 2019 çулхи социаллă экономика аталанăвне пĕтĕмлетсе тата 2020 çулхи задачăсене пурнăçлас енĕпе анлă канашлу иртнĕ. Мероприятие федерацин тата республикăри влаç органĕсен территори подразделенийĕсен, предприятисен, вĕренỹ, культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен тата коллективлă фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, район депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пухăннă. Канашлăва Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "ТУС" ХАОн генеральнăй директорĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н.Ф. Угаслов, Красноармейски ра-йонĕн пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В.И. Петров хутшăннă. Анлă ларăва районти культура çурчĕн ветерансен халăх хорĕ уçрĕ. А. Кузнецов тыл ĕçченне Екатерина Филипповна Барановăна "1941-1945 ç.ç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул" юбилей медальне çакса ячĕ. Çавăн пекех Александр Николаевич Юлия Антоновăна, Валерия Любимовăна, Валентина Тюринăна Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне панă. Тĕп докладпа А. Кузнецов тухса калаçнă. Вăл 2019 çулхи пĕтĕмлетỹсемпе паллаштарнă, ра-йон бюджечĕ, ял хуçалăх, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, вĕренỹ сферисемпе çыхăннă ыйтусем тавра чарăнса тăнă. Александр Николаевич çавăн пекех 2020 çулта тума палăртнă тĕллевсемпе паллаштарнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ тухса калаçнă май район экономикине аталантармалли лайăх самантсене кăна мар, татса памалли çивĕч ыйтусене те палăртнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Угаслов та районта пулса иртекен ырă улшăнусем пирки асăннă. Николай Федорович паян общество инфратытăмне аталантармалли проектсене туса хатĕрлеме кирлине те асăрхаттарнă, малашне те çитĕнỹсем суннă. Ларура районти ветерансен (пенсионерсен) канашĕн председателĕ Г.Л. Ефимов-Тусли тата районти общество канашĕн председателĕ А.И. Дмитриева тухса калаçнă. Канашлăва вĕçленĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов районта пурăнакансене, ĕç коллективĕсене, хастарсене пĕрле ĕç-ленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика