28 февраля 2020 г.
Елчĕк, Красноармейски, Шупашкар районĕсем, 2019 çулхи IV квартал пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, ГТО рейтингĕнче лидерсем пулса тăнă. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, 2019 çулта муниципаллă тестировани центрĕсенче ГТО тĕрĕслевĕсене 18325 çын хутшăннă, вĕсенчен 94: ытла ГТО нормативĕсене “лайăх” паллăпа пурнăçланă (4435 çын — “ылтăн”, 6444 çын — “кĕмĕл”, 6483 çын — “пăхăр”). 2019 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче 25 вырăн йышăнать. Пĕтĕм Раççейри “Готов к труду и обороне” физкультурăпа спорт комплексне Раççей Президенчĕ 2014 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче çĕнĕрен чĕртсе янă. ГТО нормативĕсене “Демография” наци проекчĕн “Спорт — норма жизни” регион проектне кĕртнĕ. 2019 çулта Чăваш Енри тăхăр муниципаллă районта асăннă проект шайĕнче ГТО нормативĕсене пама хатĕрленме пĕчĕк спорт площадкисем туса лартнă.