28 февраля 2020 г.
Пĕлтĕр Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ 50 яхăн административлă ĕçе Налук службине янă: çĕр налукне ỹстернĕ ставкăпа тỹлеттерме. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевлĕн усă курманни çапла тума хистет. Налук виçине кадастр хакĕнчен 0,3 вырăнне 1,5 процент таран ỹстерме ирĕк пур çакăн пек чухне. Çакăн витĕмĕ çук мар. 2019 çулта (2018 çулхи тĕрĕслевсем тăрăх) 76 административлă ĕçе Налук службине çитернĕ пулсан кăçал (2019 çулхи тĕрĕслевсем тăрăх) — 49. Çакăнта лаптăкпа ял хуçалăх производстви валли усă курманнипе, çĕре сиен кỹнипе е япăхлатакан пулăмсенчен (эрозирен сăмахран) хỹтĕлес тата лайăхлатас тесе ятарлă ĕçсем йĕркелеменнипе çыхăннă тĕслĕхсене кĕртмелле. Кун пек пулăмсене вара пур районта тенĕ пекех тупса палăртаççĕ Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем. Пĕлтĕр 66 лаптăк (1143 гектар) тĕлĕшпе асăннă службăна хыпар çитернĕ. Шупашкар районĕнче кăна, сăмахран, 22 лаптăк (115 гектар) тĕлĕшпе налука пысăклатнă ставкăпа тỹлеттерес ыйту тухса тăнă. Элĕк районĕнче вара тĕрĕслеве çакланнă 550 гектара нумай çул ĕнтĕ пусă çаврăнăшне кĕртеймеççĕ. Кунашкал тĕслĕхсем Куславкка (112 гектар), Çĕрпỹ (184 гектар), Вăрмар (100 гектар) районĕсенче сахал мар. Патăрьел, Канаш, Муркаш, Етĕрне район çыннисен те çĕр налукне ыттисенчен ытларах тỹлеме тивнĕ. Усă курман лаптăксемшĕн çĕр налукне пысăклатнă ставкăпа тỹлеттериччен РФ КоАП-ĕн 8.7 статйин 2 пайĕпе административлă майпа (20 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штраф) явап тыттарма тивнĕ. Хăйсен çĕрĕсене тирпейлеме вăй-хал çитерейменрен тата штраф виçи пысăккине кура та пулĕ лаптăка хăйсен ирĕкĕпе тавăрма шут тытнисен йышĕ чакмасть-ха. Çакăн пирки пĕлтĕр Патăрьел, Шупашкар, Вăрмар тата Муркаш районĕсен çыннисем пĕлтернĕ: пĕтĕмпе 44,21 гектар тĕлĕшпе. Чăннипе те, хăш-пĕр лаптăксем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем пулнинче иккĕленỹ те çуралать. Темиçе çул суха пуç курманран вăрман ỹссе ларнă. Йывăç-тĕмрен тасатма вара питĕ йывăр кăна мар, пысăк тăкаклă. Çĕрпе епле усă курнине тĕпчессипе çыхăннă тĕрĕслевсене ытларах чухне юр кайсан ирттереççĕ. Вăрмана çаврăннă çĕрсене вара юр каясса та кĕтмелле мар, хĕлле те “палласа” илĕн кунашкал лаптăксене. Сăмах май, кăçал 13 хуçалăха тĕрĕслеме палăртнă: Йĕпреç, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпỹ, Шупашкар, Тăвай, Елчĕк, Етĕрне районĕсенче вырнаçнă вĕсем. Çавăн пекех 34 ял тăрăхне çитесси паллă: Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Вăрнар, Куславкка, Муркаш, Çĕрпỹ, Çĕмĕрле, Канаш, Комсомольски, Етĕрне, Пăрачкав, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар районĕсем пирки кунта сăмахăм. Кунсăр пуçне республикăри ял çыннисен пай çĕрĕсене те тĕрĕслĕç.
Н. Васильева.